Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тирпей-илемшĕн ырми-канми тăрăшать

Категория: Общество Опубликовано: 28.09.2018, 11:20 Просмотров: 453

"Пуçтарнă çĕрте мар, çỹпĕлемен çĕрте таса", - тенине пурте илтнĕ пулин те эпир хамăр пурăнакан, ĕçлекен, утса çỹрекен вырăнсене таса та тирпейлĕ тытасси пирки темшĕн-çке шухăшласах каймастпăр. Çавăнпах пулĕ район центрĕнче те унта та кунта тĕрлĕ ăпăр-тапăр, пирус курупки, эрех-сăра кĕленчи, пĕр хутчен ĕçмелли кофе савăчĕ выртнине тăтăшах курма пулать.

Пĕр çын хăй хыççăн пуçтарма ăс çитерейменрен çак ĕçе теприн тума тивет. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан Сергей Чернигов шăпах район центрĕнче тирпей-илем хуçалантăр тесе ырми-канми вăй хурать. Сергей Николаевич çак ĕçре 2010 çултанпа тăрăшать. Ирпе ирех ĕçе утакансем хăнăхнă ĕнтĕ вăл çулла е урам шăлнине, çỹп-çап пуçтарнине, е тĕмсен тураттисене каснине, хĕлле юр тасатнине. "Чернигов мар пулсан çак ĕçсене кам тăвĕ-ши?" - теççĕ районта пурăнакансем.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕнче те Сергей Чернигова мухтаççĕ те ырлаççĕ кăна: "Сергей Николаевич - питĕ ĕçчен, тасалăха юратакан çын. Кирлех пулсан ирхи 4-5 сехетсенчех ĕçе пуçăнать, район центрĕ ĕç шавĕпе туличчен тасалса тирпейлентĕр тесе тăрăшать. Канмалли кунсемсĕр те ĕçлет, каламасăр-хушмасăрах тирпейлет".

Сергей Черниговăн мăшăрĕ те, Ирина Викторовна, ял тăрăхĕн администрацийĕнче тирпейлỹçĕре тимлет, вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ.

Ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне те хутшăнать Сергей Николаевич, калăпăр, Хĕл ăсатăвĕнче пĕр-пĕр сăнара ним мар калăпласа парать.

Ĕçри тăрăшулăхне кура кăçал Сергей Николаевич Чернигов сăнне район Хисеп хăми çине вырнаçтарма йышăннă. Çак чыса вăл хăйĕн ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартнăран, район пурнăçне лайăхлатма тăрăшнăран тивĕçнĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1