Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçре те, спортра та малта

Категория: Общество Опубликовано: 28.09.2018, 11:27 Просмотров: 375

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăвашпотребсоюз предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинче иртекен спартакиада календарьне сентябрь уйăхĕнче эстафета та кĕртнĕ. Ку хутĕнче те спорта кăмăллакансене çанталăк япăххи те чăрмантарман. Шупашкар районĕнчи Кỹкеç поселокĕнчи "Олимпийский" стадионта 22 команда представителĕсем чупас енĕпе чи лайăххине палăр-тас тĕллевпе тĕл пулнă.

Ăмăртăва хутшăнакансене Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов тата потребкоопераципе предпринимательлĕх ĕçченĕсен республикăри профсоюзĕн председателĕ Надежда Гамоля саламланă. Валерий Михайлович спортпа туслă пулни ĕç коллективĕсене пĕр çĕре чăмăртама тата пĕрле тухăçлă ĕçлеме май панине палăртнă. Вăл Пĕтĕм Раççейри экономика ăмăртăвĕнче кăçалхи иккĕмĕш кварталта Чăвашпотребсоюз çĕршыври регионсенчи 70 ытла потребительсен пĕрлешĕвĕсем хушшинче пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарни пирки пĕлтернĕ. Муркашри тата Ишлейри райпосем ку енĕпех Центросоюзăн районсенчи виçĕ пине яхăн потребительсен обществисем хушшинче кăçалхи пĕрремĕш çурçулхи кăтартусемпе иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Потребсоюз ертỹçи кооператорсене çак çитĕнỹсемпе саламланă май спортпа ĕçре малашне те ỹсĕмсем тума суннă.

Яланхи пекех ăмăрту vip-чупупа пуçланнă. Пысăках мар дистанцие потребительсен обществисен канашĕсемпе правленийĕсен тата профкомĕсен председателĕсем тухнă. Унтан старта ветерансен командисем (55 çултан аслăрах хĕрарăмсем тата 60-тан аслăрах арçынсем) тăнă. "Активлă ветерансем" номинацире пĕрремĕш вырăна Красноармейски районĕнчи ветерансем тухнă, Етĕрнери представительсем - иккĕмĕш, Ишлей райповĕ - виççĕмĕш.

Çăмăл атлетика эста-фетине курма кăмăллă пулнă. Кăçал унта хутшăнма 22 команда (виçшер хĕрарăм тата арçын) заявка тăратнă. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Хĕрлĕ Чутай райповĕн команди тăнă. Палăртмалла, вăл пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ ятне тепĕр хут çирĕплетсе панă. Элĕк райповĕн команди иккĕмĕш вырăна тухнă. Йĕпреçсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене Чăвашпотребсоюз Канашĕн тата профсоюз рескомĕн Дипломĕсемпе укçа сертификачĕсем парса чысланă.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31