Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕне сăвасси уншăн - хăнăхнă ĕç

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2018, 09:56 Просмотров: 513

Районти Хисеп хăми çинче тĕрлĕ сферăра вăй хуракансен сăнĕсене курма пулать. Паллах, унта ялхуçалăх ĕçченĕсем те пур, вĕсенчен пĕри - "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕнесене машинăпа сăвакан операторта тимлекен Галина Сергеева.

Галина Владимировна "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн сĕт комплексĕнче 1998 çултанпа ĕçлет. Хальхи вăхăтра унăн тимлĕхĕнче - 78 ĕне. Вĕсем тăракан вырăна Галина Владимировна таса та тирпейлĕ тытать, кашни ĕнине мĕнле пăхмаллине пĕлет. Ĕнесене машинăпа сăвасси уншăн - хăнăхнă ĕç, апла пулин те вăл çĕнĕлĕхсене алла илессинчен пăрăнмасть, кирлех пулсан, зоотехникпа е ветеринарпа канашлать.

Сĕт суса илессин планне тăтăшах пурнăçласа пырать Галина Сергеева. Пĕлтĕр вăл пурĕ 519239 килограмм сĕт сунă, пĕр ĕне пуçне - 7418 килограмм. Хăй пăхакан ĕнесенчен пăрусем илесси операторăн 85 процентпа танлашать. Хăйĕн пуян та паха опычĕпе вăл çамрăк ĕçченсене паллаштарать.

Ĕç кăтартăвĕсене кура Галина Сергеева пĕрре кăна мар "Ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор" ята тивĕçнĕ. Пысăк кăтартупа, нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн Галина Владимировнана тĕрлĕ çулсенче район администрацийĕн, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн Тав сăмахĕпе наградăланă.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5