ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники" и "ВКонтакте".
Магазин "ТЕХНИКА"
город Ядрин, ул. 50 лет Октября.
Тел.: 8 800 234 78 08
8 905 346 78 08
ПРОДАЮ:
- КОМНАТУ в Центре.
Тел.: 8 919 664 47 69.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-15-66, 8(905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ыран Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Учитель кунне халалланă республика шайĕнчи савăнăçлă мероприяти иртет. Унпа пĕрлех учительсен хорĕсен конкурсĕн çĕнтерỹçисене палăртĕç.
Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче республикăра 5-мĕш хут иртекен учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен зонăри тапхăрĕ иртнĕ, унта Улатăр, Çĕмĕрле хулисен тата Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле районĕсен вĕренỹ учрежденийĕсен хорĕсем хутшăннă.
Кăçал асăннă конкурса Çĕн Атикасси шкулĕн хорĕ хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем шкул темипе çыхăннă икĕ юрă юрланă. Чăвашла "Юратнă шкул" юрра шăрантарса çĕнатикассисем "Шкул пурнăçĕ çинчен калакан чăвашла юрă" номинацире çĕнтернĕ.
Ыран вара Çĕн Атикасси шкулĕн хорĕ конкурсăн Шупашкарта иртекен финалне хутшăнĕ. Палăртмалла, финалта пурĕ республикăри учительсен тăхăр пĕрлештернĕ хорĕ тупăшĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.
Февраль 2019 |