Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасене шухăшлама, яваплăха туйма вĕрентет

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2018, 09:26 Просмотров: 410

Иртнĕ эрнере районта учительсене халалласа ирттернĕ уявра ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре палăрнăшăн Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Татьяна Яковлевна Хохлова Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Хохлова 29 çул хушши ачасене предметсен вăрттăнлăхĕсене тарăннăн уçса парассишĕн тăрăшать. Паянхи кун 4-мĕш классемпе ĕçлекен учитель ачасене вулама-çырма хăнăхтарнисĕр пуçне харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, кирлĕ йышăнусем тума, яваплăха туйма вĕрентет.

Татьяна Яковлевна çĕнĕ педагогика технологийĕсемпе ĕçлеме ỹркенмест. Çавăнпа унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурс-фестивальсене, олимпиадăсене тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илме васкаççĕ.

Тĕрлĕ предметсемпе пĕлĕвĕсене тĕрĕсленисĕр пуçне Татьяна Яковлевнăн вĕренекенĕсем республика шайĕнче иртекен çамрăк пожарнăйсен агитбригадисен, чăваш апатне пĕлекенсен конкурсĕсенче те палăраççĕ.

Татьяна Хохлова хăй те професси конкурсĕсене хутшăнма кăмăллать. Вăл тĕрлĕ вĕренỹ кăларăмĕсенче кун çути курнă "Глаголсен хулинче", "Ĕç çынна илем кỹрет", "Экологи калейдоскопĕ" статьясемпе тĕрлĕ мероприятисен сценарийĕсен авторĕ.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Татьяна Хохлована тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕпе чысланă. Пултаруллă педагога вĕренекенĕсем те, пĕрле ĕç лекенсем те хисеплеççĕ, хаклаççĕ.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5