Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники" и "ВКонтакте".

 

 ПРОДАЮ:

- керамзитобетонные блоки, ЖБ плиты,

битый кирпич, песок, гравмассу, щебень.

Тел.: 8 903 345 67 76.

 

 

КУПЛЮ:

 

- коров, телок, бычков (от 1 мес.).

 

Вынужденный забой.

 

Тел.: 8 961 345 77 89.

 

КУПЛЮ:

- коров, телок, бычков

от 1 месяца до 600 кг.

Дорого. Звоните в любое время.

Тел.: 8 927 869 17 77.

tehnika3 

Магазин "ТЕХНИКА"

город Ядрин, ул. 50 лет Октября.

 

Тел.: 8 800 234 78 08

8 905 346 78 08

 

 

 

 

 

Мининформполитики Чувашии

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-15-66, 8(905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çỹп-çап пухмалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2018 09:30 Просмотров: 132

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Çак ыйту ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе тунтикунсерен ирттерекен иртнĕ эрнери канашлăвăн, ку хутĕнче Иван Моторин премьер ертсе пынăскерĕн, кун йĕркинче тĕпре пулнă.

Строительство министрĕ Владимир Михайлов палăртнă тăрăх, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывăн мĕнпур субъекчĕн хайхи çĕнĕ тытăм çине куçмалла. Чăваш Енре хатĕрленỹ ĕçне чылай маларах пуçарнă. Регион операторĕ паллă ĕнтĕ - каяшсемпе "МВК "Экоцентр" ООО ĕçлĕ. Çын пуçне çулталăкра 2,02 кубла метр каяш пухăнассине тĕпе хунă. Регион операторĕ хваттерсемпе çуртсен хуçисене килĕшỹсем ярса панă. Унăн представительствисем кашни районпа хуларах пулĕç.

Халăха илес-тĕк, ăна, паллах, чи малтан хаксен йĕркеленĕвĕпе çыхăннă улшăнусем кăсăклантараççĕ. Вĕсемпе Тариф службин ертỹçи Марина Кадилова паллаштарнă. Каяшсен кубла метрĕ 442,22 тенке ларĕ. Тонни - 418,64 тенкĕ. Çын пуçне малашне уйăхне 74,44 тенкĕ тỹлеме тивĕ. Унччен каяшсемшĕн хваттер лаптăкне кура тỹленĕ, паянтан вара - хваттерте е çуртра пурăнакан çынсен шутне кура. Тĕп улшăну - шăпах çакă. Çак тỹлев хваттер тỹлевĕн квитанцийĕнчен тухать, вăл малашне коммуналлă тỹлев шутланĕ, укçана регион операторне куçарса пама пуçлăпăр.

Хальччен кашни муниципалитетра виçĕ тĕрлĕ пулнă. Чи пĕчĕккипе Элĕк районĕнче усă курнă-мĕн - тăваткал метршăн 19 пус. Чи пысăкки вара Шупашкар районĕнче пулнă - 4,75 тенкĕ. Çавна май çын пуçне тỹлеме тытăннине кура шăпах Элĕк районĕнче виçе ỹсĕмĕ пысăк пулать. Шупашкар районĕнче вара каяшсене пухнăшăн унччен те хаклă тỹленине кура ку ỹсĕм пĕчĕк пулмалла. Тепĕр самант: пысăк хваттерте çын пĕччен пурăнакан тĕслĕхсенче каяш тăкакĕ чакĕ, пĕчĕк хваттерте пурăнакансен йышĕ пысăк-тăк - самай ытларах тăкакланма тивĕ. Марина Кадилова кунашкал тĕслĕхсенче сахал тупăшлисене патшалăх енчен пулăшассине çирĕплетнĕ - субсиди валли бюджетра тивĕçлĕ укçа пăхса хăварнă.

Пирĕн районта лару-тăру еплерех-ши?

Алина ЯРАБАЕВА, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ:

- "МВК "Экоцентр" ООО регион операторĕн представительстви пирĕн районта та ĕçлĕ. Анчах та хальлĕхе вăл ăçта вырнаçассине татса калаймастăп, вырăн уйăрас ĕç пырать. Регион операторĕ çỹп-çап илсе кайма пĕр-пĕр организаципе килĕшỹ тăвать.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ку ыйтупа эпир пĕрре мар калаçнă. Вĕсен халăхпа калаçса çỹп-çап пухмалли вырăн уйăрмалла, контейнер вырнаçтармалла. Чи малтанах хăнăхмашкăн çỹп-çап пухса каймалли график тăвасшăн. Октябрĕн 3-4-мĕш эрнисенче çỹп-çапа сăнавлă (пробный) мелпе пухасшăн. Пĕлме çук, кĕрхи çанталăк хăш-пĕр урамсене кĕрсе тухма чăрмантарма та пултарĕ. Малашне ку ĕç йĕркеленсе каясса шанатпăр.

Палăртмалла, ку уйăх вĕçĕнче пурин патне те - район центрĕнче нумай хваттерлĕ е уйрăм çуртсенче е ялсенче пурăнаççĕ-и вĕсем - квитанци çитетех. Аса илтеретпĕр, хак пурне валли те çын пуçне 74,44 тенкĕпе танлашать. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс. Новости