Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Полици хроники

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2018, 09:34 Просмотров: 606

Районти полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере пурĕ 16 адмпротокол çырнă. Йĕркене пăснă тата пулса иртнĕ хăш-пĕр тĕслĕхсем:

- февраль уйăхĕн варринче Пантьăкри участок лесничествин пĕр лаптăкĕнче саккунсăр 7 çăка тата 12 чăрăш каснă пулнă. Çакна маларах судпа айăпланнă, 1978 çулта çуралнă, Хирлỹкасси ялĕнче пурăнакан çын туни паллă пулнă.

- 1987 çулта çуралнă, Серенкассинче Шкул урамĕнче пурăннă хĕр çухални пирки пĕлтернĕ. Вăл кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче 14 сехет те 50 минутра килтен паллă мар çĕре тухса кайнă. Çумĕнче сотовăй телефон пулнă. Палăртмалла, вăл килтен маларах та тухса кайнă.

- Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан (1972 çулта çуралнă) арçын киле утнă чух хăйĕн 7 пин тенкĕ тăракан SENSEIT E 510 маркăллă сотовăй телефонне çухатнă.

- Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнакан, 1975 çулта çуралнă, маларах судпа айăпланнă арçын килте тунă спиртлă çур литр шĕвеке пĕр ялти арçынна (вăл 1964 çулта çуралнă) 200 тенкĕпе сутнă.

Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5