ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районта кăçал январь-сентябрь уйăхĕсенче 22 пушар алхаснине регистрацилерĕмĕр, пĕлтĕр ку тапхăрта 9 пушар сахалрахчĕ. 2018 çулта вут-çулăмра 2 çын пурнăçĕ татăлчĕ, иртнĕ çулта - 1.
Иртнĕ уйăхри хăш-пĕр пушарсене тишкерер-ха. Акă сентябрĕн 11-мĕшĕнче Упукушкăнь ялĕнче мунча çунни пирки пĕлтерчĕç. Пушарнăйсем вырăна çитнĕ çĕре мунчапа унăн çенехне, çуллахи çурт-беседкăна вут çавăрса илнĕччĕ ĕнтĕ, вĕсене çăлса хăварма май килмерĕ. Мунча кăмакин тĕтĕм çулне (дымоход) вырнаçтарнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснипе инкек тухма пултарнă.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи Октябрьски урамĕнче лаç çунчĕ. Пушара пула лаç, хăш-пĕр пурлăх кĕл пулчĕ тата вутă хумалли сарай сиенленчĕ. Лаçри кăмакапа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснипе е кăмака хĕрсе кайнипе, е çунакан материалсем çине вут лекнипе пушар алхасма пултарнă.
Кăçалхи пушарсен тĕп сăлтавĕсем çаксем:
- электричество приборĕсене вырнаçтарнă тата вĕсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе - 10 тĕслĕх;
- кăмака вырнаçтарнă тата вĕсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснипе 7 пушар алхаснă, вĕсенчен 6-шĕ - мунчасенче;
- вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе 4 инкек тухнă;
- юри вут тивертнипе пĕр пушар пулнă.
Эппин, ытларах чухне кил хуçисен асăрханусăрлăхĕ, тимсĕрлĕхĕ, пушар правилисем çине алă сулни инкек патне çитерет. Урăхла каласан, эпир хамăрах айăплă теме пулать.
Электросетьпе тата электроприборсемпе усă курнă чух сиенленнĕ изоляциллĕ электропралуксемпе тата шнурсемпе, электросетьсене хỹтĕлеме харпăр хăй тунă предохранительсемпе усă курма, çавăн пекех пысăк хăватлă темиçе электроприбора харăсах электросете чикме юрамасть.
А.МИХАТАЙКИН, Çĕмĕрле хулин, Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле районĕсен пушар асăрхав пайĕн дознавателĕ.
Ноябрь 2024 |