Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕтĕмпех хамăртан килет

Категория: Общество Опубликовано: 12.10.2018, 11:28 Просмотров: 498

Атă-калуш хываймастпăр

Хальхи вăхăтра ялта та хуларинчен кая мар пурăнма тăрăшаççĕ: чаплă кил-çурт, машина, тем тĕрлĕ йăла техники, пỹртех кĕрсе тухакан сивĕ тата ăшă шыв, ванна, душ. Кăмакаллă хуçалăхсем юлманпа пĕрех, "кăвак çулăм" çунтарма ан ỹркен кăна, пỹртре яланах ăшă пулать. Апла пулин те ял çыннин уринчен хĕлĕн-çăвĕн тенĕ пек атă-калуш хывăнмасть.

Çакăн сăлтавĕ - ялта çулсем япăх пулнинче тата выльăх-чĕрлĕх усранинче. Тем тесен те, выльăх картине хитре пушмакпа кĕместĕнех. Ирĕксĕрех, хăй темĕнле таса-тирпейлĕ пурăнать пулин те, выльăх усракан ĕни-сурăхне пăхма тухнă чух резина атă е калуш тăхăнать.

Тĕрĕссипе, ялта пурăнаканăн выльăх усрамаллах тесе ниçта та çырса хуман-ха. Мăнтарăн ял çынни, пурнăçа саплаштарса пырас тесе, ĕне, тепри тата иккĕ-виççĕ те, усрать, пăрушĕ-вăкăрне пăхса ỹстерет. Сĕтне те, ашне те йỹнĕпе кăна туянаççĕ пулсан та пилĕк авса тар тăкать. Ирпе тăрса хăй çийиччен выльăхне апат пама е ĕнине сума тухать, çăвĕпе канма пĕлмесĕр хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлет. Хăй мĕн тăхăнни çинчен шухăшлама вăхăчĕ те çук пуль çав кун пек чух...

Ырми-канми ĕçлетпĕр

Йĕркеллĕ пурăнма шутлакан, ĕçсе-çапкаланса çỹремен ял çынни, чăннипех те, ырми-канми ĕçлет. Тар тăкса туса илнĕ сĕтне йỹнĕпе парать те кайран лавккаран таварне хаклăпа туянать.

Çулталăкĕпе тенĕ пекех алăран кĕрепле-сенĕк каймасть, çу каçа пахчара пилĕк авмалла. Лăш курмасăр тар тăкнин усси çакă пулать-и? Ĕнине усранине кура сĕт-турăхне, çу-тăпăрчине çителĕклĕ çиесчĕ хăть. Çăкăр илмелĕх те пулин укçа пултăр тесех тапаçланатпăр çав.

Хулапа ял пурнăçĕ питĕ уйрăлса тăнăранах чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене хулара пурăнтарасшăн тăрăшать. Ялта çамрăксем юлманпа пĕрех вĕт.

Çав хушăрах ялта та хуларинчен кая мар пурăнакансем пур - вĕсем выльăх усрамаççĕ, пахчара ăшталанмаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем сĕт-турăх е пахча çимĕç туянма ĕç укçи çителĕклĕ илеççĕ. Е вĕсене сĕт-турăхĕпе пахча çимĕçне парса тăракан пур, калăпăр, ашшĕ-амăшĕ.

Анчах та тепри шалăвĕ лайăх пулсан та выльăх усрама ỹркенсе тăмасть. Çавăнпа та кунта çапла калас килет - ялта мĕнле тата мĕн ĕçлесе пурăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Тепĕр ял хĕрарăмĕ пирки, ун çинчен пĕлместĕн пулсан та, вăл выльăх пăхать, ирпе ирех тăрса ĕне сăвать, тислĕк тасатать тесе калаймăн та - хула хĕрарăмĕ пекех тумланнă вăл, çỹçне те, сăнне те илемлетнĕ... Тепри вара выльăх усрамасан та хăйне пăхмасть, "пырать мана, ялти çынна" тет те...

Тирпейлĕх енчен илсен те çавах: хĕрарăм ватă е çамрăк, выльăх усрать е çук - кил-çуртри тасалăх çине çакă пач та витĕм кỹмест.

Йывăр лав туртатпăр

Шел те, юлашки вăхăтра çемьери йывăр лава ытларах хĕрарăм туртса пырать. Арçынсем ан кỹренччĕр те, çапах вĕсем çемçелсех кайнине ниепле те пытараймăн. Пĕлĕшсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем хушшинчех икĕ-виçĕ ĕçре тăрăшакан хĕрарăм нумай. Упăшка текеннисем те пур вĕсен, тĕрлĕ сăлтав тупса иртен пуçласа каçчен диван хураллаканнисем. Йывăр лава хĕрарăмсем çине тиенĕ вĕсем. Унашкаллисенчен халь тин ыррине кĕтсе илеймĕн. Ниçта ĕçлемен мăшăрĕсем киле урă таврăнсан та тем пек савăнаççĕ мăнтарăн хĕрарăмĕсем. Пĕчченех кредит тỹлеççĕ, ачисене вĕрентеççĕ, выльăх-чĕрлĕх ỹстереççĕ, кашни кун ĕçе çỹреççĕ, кулленхи пурнăçри мĕнпур ыйтăва та хăйсемех татса параç-çĕ. Йĕркеллĕн канаймаççĕ, тăраниччен çывăраймаççĕ те, тен, çавăнпа хăйсен ỹсĕмĕнчен аслăрах курăнаççĕ. Тĕкĕр умĕнче капăрланма мар, сĕтел хушшине ларса васкамасăр апатланма та вăхăт çук вĕсен. Шел те, чăваш арçынĕсенчен хăшĕ-пĕри мăшăрне упрама та, хаклама та пĕлеймест. Пурнăç тилхепине хăйсем те çирĕппĕн тытса пыраймаççĕ. Ирĕксĕрех черчен хĕрарăмăн пур яваплăха хăй çине илме тивет. Мĕнех, арçынна шанса ларнин пархатарĕ çуккине туйса илнĕскер пĕр вăхăтрах çемьепе те, ĕçре те вăхăтне шайлашуллă йĕркелеме пултарать.

"Хĕрарăма яланах нумай кирлĕ, ăна нихăçан та çитмест", - тенине пĕрре мар илтетпĕр. Этемлĕхĕн черчен çурри чи малтан тĕпренчĕкĕсем пирки шухăшланине ăнланасшăнах мар çав темшĕн. Хăйсен ачисене кăна мар, юттисене те çунат айне илсе ỹстерме вăй-хăват çитереççĕ те вĕсем.

Хĕрарăма савăнтарма, çунатлантарма нумай та кирлĕ мар. Хăйне ырă сунакана вăл каялла ытларах та ăшăпа, çепĕçлĕхпе, черченлĕхпе тавăрĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1