Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.10.2018, 08:52 Просмотров: 384

Октябрĕн 17-мĕшĕнче районта пĕтĕм республикăри пекех черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе, вырăнти халăхпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов ертсе пыракан ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа пĕрле Ачкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулса калаçрĕ.

Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулчĕ.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Елена Чернова ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи юсавсем

Информаци кунĕнче сỹтсе явнă темăсенчен пĕри вăл - нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттересси. 2014 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсасси çĕнĕлле пурнăçланать. Республикăра асăннă программăна 2043 çулччен пурнăçлама пăхса хунă, унта пурĕ нумай хваттерлĕ 5110 çурта кĕртнĕ, вĕсенче 736 пин ытла çын пурăнать.

2014-2017 çулсенче республикăра 1101 çуртра юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра асăннă программăпа Хĕрлĕ Чутай салинчи нумай хваттерлĕ виçĕ çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ: Çĕнĕ урамри 7-мĕш çуртра инженери коммуникацийĕсене юсаççĕ, Советски урамĕнчи 4а çуртăн тата 1-мĕш Завод урамĕнчи 59-мĕш çуртăн çивиттийĕсене юсаса çĕнетеççĕ.

Кăçал тума палăртнă юсав ĕçĕсене декабрĕн 31-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Çул-йĕрпе çыхăннă ĕçсем

Чăваш Республикин 2018 çулхи çул-йĕр фончĕ 5 044,2 миллион тенкĕпе танлашать, районăн пĕтĕмĕшле фончĕ - 30 878 791 тенкĕпе.

Паянхи куна районта çул-йĕр фончĕ валли уйăрнă пĕтĕмĕшле укçан 29 418 012 тенкипе усă курнă.

Район администрацийĕн çул-йĕр фончĕ кăçал 22 780 900 тенкĕпе танлашать, тăхăр уйăх хушшинче муниципаллă тата ял тăрăхĕсенчи çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттерме тата çулсене пăхса тăма асăннă укçа-тенкĕн 89 проценчĕпе усă курнă.

Кăçал нумай хваттерлĕ çуртсем хушшинчи çулсене юсама уйăрнă 390 223 тенкĕпе туллин усă курнă, ĕçсене туса пĕтернĕ.

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрти пушар хăрушсăрлăхĕ

Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче республика территорийĕнче 670 пушар пулнине шута илнĕ, çав шутра пирĕн районта 22 пушар пулнă. Пĕлтĕр республикăра çак хушăра 647 пушар пулнă, пирĕн районта - 13.

Куратпăр ĕнтĕ, пушарсен шучĕ ỹссех пырать, вĕсенче пурлăхпа пĕрлех çынсен пурнăçĕ те татăлать. Кăçал районта вут-çулăмра 2 çын пурнăçĕ татăлнă, пĕлтĕр пĕр çын вилнĕ.

Пушарсем ытларах кăмакасемпе (уйрăмах мунчасенче) тата электрооборудованипе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран тата вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухаççĕ. Кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ, çавнăпа та районта пурăнакансене асăрхануллă пулмаллине, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерес килет.

Грипран хỹтĕленме - прививка

Пĕрлехи информкунра хĕрлĕчутайсене грипран хỹтĕленес тесен прививка тумалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕç. Районта вакцинаци сентябрь уйăхĕнче пуçланнă. Грипран прививка тутарас тесен район больницине каймалла. Ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче те вакцинăсем пур. Кирлех пулсан медицина ĕçченĕсем ĕç коллективĕсене çитсе прививка тăваççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕсем тата цифрăллă телевидени

Информкунăн тĕп темисене тишкернипе пĕрлех ЧР цифра аталанăвĕн министрĕн çумĕ Юлия Стройкова патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Паянхи кун пĕрлехи портал граждансене чылай çăмăллăх кỹрет, халăх электронлă майпа ытларах çак пулăшусемпе усă курать: паспорт илесси е улăштарасси, тухтăр патне çырăнасси, ача садне черете тăрасси, шкул ачин электронлă дневникне тишкересси, ача укçи илесси, штрафсем пирки информаци пĕлесси тата вĕсене тỹлесси, пенси пухăнса пыни пирки информаци илесси, налук парăмĕсем пирки пĕлесси, налук декларацине тăратасси, транспорт хатĕрне учета тăратасси е учетран кăларасси тата ытти те.

Раççей Çыхăну министерствин кăтартăвĕсемпе, кăçалхи август уйăхĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 63 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă майпа усă курнă.

Сăмах май, патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă майпа усă курни чылай чухне укçа перекетлеме те май парать - кунти тỹлевсем йỹнĕрех лараççĕ.

Юлия Викторовна цифрăллă телевидени пирки те сăмах пуçарчĕ. Районта пурăнакансене уйрăмах цифрăллă телевиденипе чăваш передачисене курма май пурри кăсăклантарчĕ. Хальхи вăхăтра чăвашсен Наци телевиденийĕ тата "Чувашия" Патшалăх телерадиокомпанийĕ пур. Наци телевиденине спутник урлă ("Триколор" е "Телекарта" йышши антеннăсемпе) пăхма пулать. "Чувашия" ПТРК кăларăмĕсене вара çитес çултан цифрăллă телевиденипе кăна пăхма пулать.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5