Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Соцпакет вырăнне - укçа

Категория: Общество Опубликовано: 19.10.2018, 08:55 Просмотров: 381

Районта пурăнакан федераци çăмăллăхçисен 7 проценчĕ çитес çулта социаллă пулăшу пуххи (соцпакет) вырăнне укçа тỹлевне илсе тăрĕ.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра федерацин 1518 çăмăллăхçи пурăнать, вĕсенчен чылайăшĕ - инвалид. Вĕсен шутне çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофине пĕтермешкĕн хутшăннисем тата граждансен ытти категорийĕ кĕрет.

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем соцпакета пĕтĕмпех е унăн уйрăм пайне хирĕçлени пирки район çыннисенчен 100 заявлени йышăннă, тỹлевсĕр эмел тата социаллă пулăшу кирлине пĕлтернине 4-ăн ыйтса çырнă. Чылай заявление Пенси фондне интернет çыхăнăвĕ тата МФЦ урлă янă.

Социаллă пулăшу пуххи виçĕ пайран - эмел, санаторипе курорт сиплевĕ тата транспорт - тăрать. Соцпакетпа туллин е уйрăм пайĕпе усă курма юрать. Унăн уйăхри хакĕ хальхи вăхăтра 1075,19 тенкĕпе танлашать: çав шутра эмел пайĕ (врач рецепчĕпе тỹлевсĕр препаратсем) - 828,14, санаторипе курорт пайĕ (врач сĕннипе санатори путевки) - 128,11, транспорт пайĕ (хула çум пуйăсĕпе тỹлевсĕр çỹресси тата сиплев вырăнне кайса килесси) - 118,94 тенкĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31