Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăй хурса ĕçлесен пурнăçра хисеп тупăн

Категория: Общество Опубликовано: 26.10.2018, 08:58 Просмотров: 404

Паян районта ялхуçалăх ĕçченĕсем, тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Тин кăна çуркуннеччĕ, кĕр кунĕсем те ума çитсе тăчĕç. Çак вăхăтра çĕр ĕçченĕ ырми-канми тăрăшрĕ. Паян вара ялхуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне пĕтĕмлететпĕр.

Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем

- Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе ялхуçалăх продукцине туса илессипе ытти хуçалăхсем хушшинче "Свобода" колхоз пĕрремĕш вырăна тухнă.

- 2018 çулта вырма ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти ытти хуçалăхсем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК, пĕрчĕллĕ культурăсен кашни гектарĕнчен 28,3 центнер тухăç илнипе, ĕç ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

- Кăçал районти фермерсем хушшинче Андрей Валерьевич Мурайкин лайăх ĕçленĕ, çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçлĕ.

Кăçалхи вырмара мала тухса "2018 çулхи вырма чемпионĕ" ята тивĕçлĕ комбайнерсем çаксем:

- "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Андрей Анатольевич Чеченешкин. Вăл "Полесье" комбайнпа 1263 тонна тырă вырса илнĕ;

- "Коминтерн" ЯХПК-ри Станислав Александрович Никифоров ("Нива" СК-5 комбайнпа 724 тонна тĕштырă çапса илнĕ);

- "Свобода" колхозри Леонид Юрьевич Давыдов ("Енисей-1200" комбайнпа 650 тонна тĕш тырă çапса илнĕ).

Районти водительсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи:

- "Нива" ЯХПК-ри Александр Михайлович Тимешков. Вăл ГАЗ-53 автомашинăпа 1225,5 тонна тырă турттарнă.

Урапаллă тата гусеницăллă тракторсен тракторист-машинисчĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнисем:

- "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Вячеслав Иванович Триковский, вăл Т-150 тракторпа 2026 условнăй эталон гектар ĕç тунă.

- "Коминтерн" ЯХПК-ри Алексей Борисович Туйманкин (ДТ-75 тракторпа 1230,07 условнăй эталон гектар ĕç тунă).

- "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Сергей Геннадьевич Мадебейкин (МТЗ - 82 тракторпа 1835,11 условнăй эталон гектар ĕç тунă).

Кĕр акинче лайăх ĕçлесе палăрнă:

- "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Андрей Валерьевич Андреев. Вăл МТЗ-82 тракторпа 407 гектар çинче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварнă.

Механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте те маттур пулнă:

- "Коминтерн" ЯХПК-ри Илья Николаевич Пономарев "Полесье-850" комбайнпа 9500 тонна хытă тата сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрленипе мала тухнă.

Автомашина водителĕсен ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи:

- "Коминтерн" ЯХПК-ри Геннадий Егорович Игушкин "КамАЗ" автомашинăпа 89660 тонна-километр ĕç тунă.

2018 çулта вырма ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти хуçалăхсенчи агрономсем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК-ри Николай Дорьянович Воронов, пĕрчĕллĕ культурăсен кашни гектарĕнчен 28,3 центнер тухăç илнипе, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансенчен тăрăшуллисем:

- "Коминтерн" ЯХПК-н ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Галина Владимировна Сергеева - "Районти чи лайăх доярка", пĕтĕмпе 400 тонна, кашни фуражлă ĕне пуçне 5131 килограмм сĕт сунă;

- "Коминтерн" ЯХПК-н пăрусене пăхакан Людмила Александровна Башкирова - "Районти чи лайăх пăру пăхакан", пĕтĕмпе 36 тонна, кашни выльăха талăкра 806 грамм, ỹт хуштарнă;

- "Коминтерн" ЯХПК-ри выльăхсене пăхакан Дмитрий Петрович Судеркин - "Районти чи лайăх выльăх пăхакан", пĕтĕмпе 33 тонна, талăкра вăтамран выльăхсене 854 грамм ỹт хуштарнă;

- "Коминтерн" ЯХПК-ри Светлана Петровна Афанасьевапа Елена Анатольевна Максеева сысна пăхакансем - "Районти чи лайăх сысна пăхакан", сысна ами пуçне 20 çура илнĕ;

- "Коминтерн" ЯХПК-н сыснасене ỹт хуштаракан операторĕсем Светлана Викторовна Никифоровапа Лариса Александровна Смалайкина - "Районти чи лайăх сысна пăхакан" ята тивĕçлĕ. С.Никифорова талăкра 670 грамм ỹт хуштарнă, Л.Смалайкина - 435 грамм;

- "Свобода" колхоз зоотехникĕ Раиса Ивановна Филиппова сĕт, аш-какай производствине ỹстернĕ.

Уявăн тĕп саманчĕсене хаçатăн çитес номерĕсенче çутатса парăпăр.

Хамăр корр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31