Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Полици хроники

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2018, 09:25 Просмотров: 377

Районти полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере 45 заявлени регистрациленĕ, 16 адмпротокол çырнă. Йĕркене пăснă тата пулса иртнĕ хăш-пĕр тĕслĕхсем:

- Çак уйăхра Туканаш çынни (1979 çулта çуралнăскер) Етĕрнери лесничествăн Пантьăк участок лесничествинчи 114 кварталтан (Хĕрлĕ Чутай лесхозĕн Присурски лесничествин пулнă кантурĕнчен) 5 куб. литр кĕрекен тимĕр савăт, вăрман лартмалли "МЛУ-1" виçĕ машин, тимĕр рельс урай каштисем 9 штук - виçĕ метрли 5 тата икĕ метр çурăлли 4 штук - вăрланă. Палăртмалла, 2009 çултанпа асăннă лесничество ĕçлемест. Тăкак суммине шутлаççĕ.

- "Металл" профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче Кив Атикасси ялĕнче кирлĕ документсемсĕрех металлолом турттаракан ГАЗ-2705 автомашинăна тытса чарнă. Ăна Çĕмĕрлере пурăнакан, 1988 çулта çуралнă арçын тытса пынă. Унăн административлă явап тытма тивĕ.

- Иртнĕ эрнере сентябрьте тунă преступление тăрă шыв çине кăларнă. Хĕрлĕ Чутай салинчи I Завод урамĕнчи 60 номерлĕ çурт умĕнчен сентябрĕн 10-мĕшĕнче "Альфа-110" маркăллă мопед ураланнă пулнă. Ăна маларах судпа айăпланман, çул çитмен çамрăксен учетĕнче тăман, Çĕн Ирчемесре пурăнакан çамрăк (2003 çулта çуралнăскер) вăрлани палăрнă.

Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1