Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Асамлă чаршав" хупăнчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2018, 09:30 Просмотров: 466

IMG 4669Октябрĕн 29-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупрĕç пĕр уйăх хушши пынă "Асамлă чаршав" фестивале - хамăр тăрăхра çурал-са ỹснĕ, Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вылянă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Ирина Садовниковапа Николай Булаткина халалланă пултарулăх конкурсне. Вăл кăçал пĕрремĕш хут республика шайĕнче иртнине палăртмалла. Сцена çине районти артистсемсĕр пуçне республикăри районсенчи театр ушкăнĕсем те тухрĕç. Фестиваль пĕтĕмлетĕвне тунă хыççăн анлă мероприятие хутшăнса çĕнтернĕ театр ушкăнĕсене республикăри артистсем - Петр Садовников, Василиса Петрова, Сергей Иванов, Николай Котеев, Валерий Карпов - саламларĕç.

Халăх театрĕсем хушшинче Муркаш районĕнчи Кашмаш халăх театрĕ райадминистрацин 1-мĕш степеньлĕ дипломне илме тивĕç пулчĕ. Çак районти Оринин Культура çурчĕн артисчĕсене райадминистрацин 2-мĕш степеньлĕ дипломĕпе чысларĕç. Районти Культура çурчĕн халăх театрĕн ушкăнĕ райадминистрацин 3-мĕш степеньлĕ дипломне тивĕçрĕ.

Хальлĕхе "халăх театрĕ" ята илейменнисем хушшинче Тралькассинчи культура çурчĕн театр ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн артисчĕсем - иккĕмĕш, Элĕк районĕнчи Питешкассинчи Культура çурчĕн театр ушкăнĕ - виççĕмĕш.

- "Чи лайăх режиссер" номинацин çĕнтерỹçи - Муркаш районĕнчи Оринин Культура çурчĕн Петр Осипов çырнă "Икĕ каччăн пĕр шухăш" пьеса тăрăх лартнă спектакль режиссерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев.

- "Чи лайăх пĕчĕк роль вылякан" номинацире Альбина Никитина çырнă "Ватти çук та, латти çук" пьесăри Полина рольне вылякан Наталья Яковлева (Етĕрне районĕ) палăрчĕ.

- "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацире Арсений Волков çырнă "Туй икерчи" пьесăри Крахьян рольне вылякан Альбина Иванова (Элĕк районĕ) çĕнтерчĕ.

- "Чи лайăх арçын ролĕ" номинацире Елена Тикинева çырнă "Ăçта чăн-чăн юрату, çавăнта ырату" пьесăри Володя рольне вылякан Петр Борзаев (Муркаш районĕ) палăрчĕ.

- "Чи лайăх художник-спектакль лартакан" номинацире Александр Быков çĕнтерчĕ. Туктамăшри Культура çурчĕ çумĕнчи театр коллективĕ вăл тăрăшнипе Анатолий Чебановăн "Вĕлтĕрен кайăкĕ" пьеси тăрăх спектакль лартса панă. "Асамлă чаршав" фестиваль республика шайĕнче иртни, чăн та, пысăк утăм. Вăл çултан-çул вăй илсе, тĕрекленсе пырса çĕршывĕпех сарăлтăр.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1