Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕрле ĕçлесен ỹсĕм пулатех

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2018, 09:37 Просмотров: 505

IMG 4604Пурнăç улшăнсах пырать пулин те ял çыннин çăмăл мар ĕç-хĕлĕ пĕлтерĕшне çухатмасть. Ĕçпе пиçĕхекен, апат-çимĕçпе тăрантаракан хресчен яланхи пекех çĕршывăн тĕп шанчăкĕ пулса тăрать. Пирĕн район, тĕпрен илсен, ялхуçалăх районĕ. Вăл мĕнле аталаннинчен, хуçалăх ертỹçисем, агрономсем, выльăх пăхакансем, механизаторсем, фермерсем тата ытти ĕçченсем куллен мĕнле ĕçленинчен районăн, кашни çемьен ăнăçлăхĕ килет.

Иртнĕ эрнекун районти агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем хăйсен професси уявне анлă паллă турĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсем хăйсем кăçал çитĕнтерсе илнĕ, хатĕрленĕ тĕрлĕ те пуян продукципе, апат-çимĕçпе ятарлă куравра паллаштарчĕç.

Ял ĕçченĕсене саламлама, тăрăшулăхпа палăрнисене чыслама ЧР çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, "Чавал" ентешлĕх председателĕ Зоя Спиридонова, кỹршĕ районсенчи представительсем, аграри ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов лайăх кăтартусем тунăшăн ялхуçалăх ĕçченĕсене тав турĕ. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май ялхуçалăхĕ район экономикин пĕлтерĕшлĕ секторĕ пулнине, ялхуçалăх продукцине туса илесси ỹснине (101 процент) палăртрĕ.

Кăçал районти ялхуçалăх предприятийĕсем тĕрлĕ инвестици проекчĕсене хута янă, 121 миллион тенкĕ хывнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме 115 миллион тенкĕ янă, ялхуçалăх техникине туянма - 6 миллион ытла тенкĕ.

2018 çулта ялхуçалăх культурисене йышăнакан лаптăк 9226 гектарпа тан-лашнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3939 гектар çинчен пухса 10 пине яхăн тонна тыр-пул туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле тухăç вăтамран гектар пуçне 24,1 центнерпа танлашнă.

Районти чылай хуçалăх культурăсен сортне çĕнетме тăрăшать. Кăçал вĕсем 151 тонна элитлă вăрлăх акнă. Ку енĕпе уйрăмах "Коминтерн" ЯХПК, "Свобода" колхоз тата "СТК-21" ТЯО малта пыраççĕ.

Ялхуçалăх ĕçченĕсем çитес çулхи тухăç пирки те шухăшлаççĕ. Акă вĕсем кĕрхи культурăсене 1509 гектар çинче акса хăварнă, иртнĕ çулхинчен 239 гектар ытларах. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 998 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ (планăн 106 проценчĕ).

Пĕтĕмпе пур категорири хуçалăхсенче 16613 тонна сĕт суса илнĕ, вăл шутра ялхуçалăх предприятийĕсем - 3930 тонна. Вăтамран ĕнерен 4489 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку енĕпе "Коминтерн" ЯХПК малтисен йышĕнче, унта 2390 тонна (ялхуçалăх предприятийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 66 проценчĕ) сĕт суса илме пултарнă. "Нива" ЯХПК-н кăтартăвĕсем те лайăх - 744 тонна (21 проценчĕ). "Свобода" колхоз та вĕсенчен юлмасть - 303 тонна (11,8 про-ценчĕ).

Унсăр пуçне кăçал пур категорири хуçалăхсенче 1498 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе) туса илнĕ, вăл шутра ялхуçалăх предприятийĕсем - 635 тонна. Аш-какай туса илессипе те "Коминтерн" ЯХПК пĕрремĕш. Унта 504 тонна аш-какай туса илнĕ (ялхуçалăх предприятийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 82 проценчĕ).

Тăрăшуллисене - мухтав

Ялхуçалăх ĕçченĕсене халалланă уяв ĕçре тăрăшуллисене чысланипе малалла тăсăлчĕ. Чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексне аталантарассине тỹпе хывнăшăн райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алефтина Николаевна Дадюкова ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе Алексей Иванович Ермаковпа Виктор Анатольевич Устинов фермерсене наградăларĕç.

"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне "Коминтерн" хуçалăх водителĕ Геннадий Владимирович Абаськин, "Свобода" колхозри ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Елена Зиновьевна Максимова, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Лилия Геннадьевна Михайлова тата Галина Александровна Чугунова фермер тивĕçрĕç.

Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче асăннăччĕ. Вĕсен йышĕнче - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хресченпе фермер тата уйрăм хушма хуçалăхсем. Анатолий Иванович Емельянов уйрăм хуçалăх ертỹçи ялхуçалăх продукцине чи нумай туса илнĕ. Галина Александровна Чугунова фермер вара 43 тонна сĕт суса илнĕ.Район пуçлăхĕн Тав сăмахне "Свобода" колхозри ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем Надежда Николаевна Ивановапа Алина Николаевна Ильина, пăру пăхакан Венера Юрьевна Бурина, "Четайское" ТЯО водителĕ Валентин Михайлович Замуткин, кондитерĕ Светлана Владимировна Карпова, пекарĕ Галина Федоровна Шихранкина тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине "Янтарь" ТЯО-ра склад заведующийĕнче тăрăшакан Таисия Федоровна Бродюкова, "Четайское" ТЯО пекарĕ Валентина Владимировна Захарова, "Заготовки" ТЯО ĕçченĕ Галина Андреевна Савинкина, "Питание" ТЯО кондитерĕ Юлия Викторовна Се-менова илме тивĕç пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав сăмахне "Свобода" колхозăн водителĕпе тракторист-механизаторĕ Сергей Николаевич Никитинпа Алек- сандр Никитич Токарев тивĕçрĕç.

Куравра мала тухнă ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе шкулсене те район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, киватикассисем _ иккĕмĕш, пантьăксем - виççĕмĕш. Вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче "Хĕвел" ача сачĕн шăпăрланĕсемпе ĕçченĕсем çĕнтерчĕç: "Пилеш" ача сачĕ - иккĕмĕш, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ - виççĕмĕш.

Уяв программи савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1