Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мĕн çитмен-ха вĕсене? Выçă пурăнмççĕ-çке вĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 02.11.2018, 09:15 Просмотров: 504

Районта та, республикăра та çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси ỹсни пирки тăтăшах илтме пулать. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăм инспекторĕ Надежда Краснова пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта район территорийĕнче 18 çул тултарман çамрăксем çулталăк хушшинче пĕр преступлени тунă пулсан, кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче кăна - тăваттă. Преступленисен шучĕ палăрмаллах ỹсни куçкĕрет, пурне те сисчĕвлентерет. Çавна май октябрĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 2-мĕшĕччен республикăри пекех пирĕн районта та вĕренỹ учрежденийĕсенче полици ĕçченĕсем, профилактика субъекчĕсем тата район прокурорĕ хутшăннипе право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕ иртрĕ. Тĕлпулусенче ачасемпе тĕрлĕ ыйту хускатнă: саккуна пăхăнса пурăнасси, харпăр хăй пурлăхне упрама вĕренесси, урамри тата килти хăрушсăрлăх, палламан çынсемпе хутшăнма юраманни, çул-йĕр правилисене пăхăнасси, хĕллехи вăхăтра комендант сехечĕ каçхи 22 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен, çулла вара 23-рен пуçласа 6 сехетчен пулни пирки тата ытти те.

Çул çитмен ача тỹрĕ çултан пăрăннăшăн кам айăплă-ха? Ашшĕ-амăшĕ, шкул, класс ертỹçи е тата кам та пулин? Çул çитменнисем - вĕсем пирĕн ачасем: манăн, санăн, унăн... Хальхи çăмăлах мар саманара çамрăксене илĕртекенни те сахал мар. Паянхи ачасем çăмăллăнах хаклă пурлăх (чаплă смартфон, планшет, компьютер, пысăк хăвăртлăхлă велосипед...) хуçи пулма, кĕсьере укçа тытма хăнăхса пыраççĕ. Уншăн эпир, аслисем, айăплă. Шкулта вĕренекен ачана мĕншĕн-ха çав тери хаклă япаласемпе айкаштармалла. Укçаллăраххисен ачисем çĕнетсех тăраççĕ те, çителĕксĕртерех çемьере ỹсекеннисем вĕсене ăмсанаççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа районти вăл е ку шкулта телефон вăрланă тенине час-часах илтме тỹр килет. Тĕрĕссипе, телефон кăна ураланмасть-ха...

Паянхи çамрăка тỹрех тата пĕтĕмпех кирлĕ вĕт-ха. Çакна сисмен-и эсир, аслисем? Хамăрах ачасене иртĕхтерсе яратпăр, хамăр йăнăша вара туймастпăр та. Вĕренме ăнтăлман, кил-тĕрĕшре аслисене пулăшма васкаман ачана мĕншĕн-ха хаклă йышши япала туянса паратпăр. Хăшĕ-пĕри юлашки укçине е темиçе уйăх пухса пынине ачишĕн тăкаклать. Çамрăксем вара çакна хаклама та пĕлмеççĕ. Вĕсене татах та татах кирлĕ, туянса çитер кăна.

Ачасен 15-20 тата ытларах çул каялла пушă вăхăт сахалрах пулнă. Шкултан таврăнсанах аслисене ĕçрен килсен çăмăлрах пултăр тесе шывпа вутă тултма, выльăх валли ăна-кăна тураса хатĕрлеме... тивнĕ. Халĕ выльăхне те чылайăшĕ тытмасть, шывĕ те пỹртех кĕрет, кăмака та хутмалла мар, кăвак çулăм - кашни килте. Ырлăх! Шăпах вăл пире кахаллатса ячĕ те. Çавăнпа пирĕн ачасем те ĕç тĕлне пĕлмесĕр, çăкăр хакне туймасăр, укçа мĕнле пулнине шутламасăр çăмăллăн пурăнаççĕ. Ĕлĕк ачасен вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă пулсан та вĕсен укçапа çи-пуç çуккипе ăс пухма май килмен. Халĕ вĕрен кăна, пурте пур! Çук, вĕренес килмест. Шкула хатĕрленмесен, нимĕнле кружока та çỹремесен, килте нимĕн те ĕçлемесен, паллах, пушă вăхăт чылай пулать. Кун пек ачана вара урам воспитани парать темелле. Урамра вара ыр ача кунĕн-çĕрĕн çапкаланса çỹремест, ашшĕ-амăш тимлĕхĕнчен вĕçерĕннĕ ача кăна урамра канлĕх тупать. Кунта вара усал йăласене хăнăхтаракан, тỹрĕ çултан пăрăнма хĕтĕртекен "тус-юлташ" сахал мар. Пĕрре кун пек ушкăна лексен, аслисем (кунта ашшĕ-амăшĕ кăна мар, класс ертỹçи те) сиссе юлмасан ыррине ан та кĕт. Йĕркеллĕ çемьере ỹсекен ача та кун пек авăра кĕске хушăрах кĕрсе ỹкме пултарать. Ачана кирлĕ вăхăтра тимлĕх уйăрмасан, унăн йывăрлăхĕсем пирки пĕлсех тăмасан, аслисемпе хутшăнусем япăх-тăк пушшех те. Хаçатра çырнăччĕ-ха, Трапай, Туканаш тата Атнар салинче пурăнакан, 2003-2004 çулсенче çуралнă çамрăксем Туканаш ялĕнчи лавккана темиçе хутчен çăра уççине юраттарса кĕрсе пурăннăччĕ, тĕрлĕ апат-çимĕç илсе тухнăччĕ. Çавсем хушшинче йĕркеллĕ çемьесенчи ачасем те пулнă. Мĕн çитмен-ха вĕсене? Выçă пурăнман вĕт-ха вĕсем. Юлташĕсемпе пĕрле кĕнĕ, хăйсен биографине вараланă, ашшĕ-амăшне те чыс кỹмест халĕ çакă. Кунта кам айăплă тесе шутлатăн, вулаканăм? Ашшĕ-амăшне кăна мар, шкула та, учительсемпе класс ертỹçине те пырса тивет çакă. Ача мĕнле вĕреннипе, пушă вăхăта ăçта ирттернипе, кампа юлташлă пулнипе интересленменни, сăнаманни, вăхăтра кирлĕ калаçу ирттерменни преступлени çулĕ çине тăнин сăлтавĕсем пулса тăраççĕ те. Çавăнпа "ашшĕ-амăшĕ - шкул" хутшăну темиçе çул каяллах тачă çыхăнса тăнине палăртнă. Çакă эпир пĕрлехи вăйпа кăна ачасене тĕрĕс воспитани пама пултарнине çирĕплетет. Вăхăта сая ямасăр хамăр ачасене халех, паянах, тимлĕх уйăрар, вĕсен пурнăçĕпе интересленер. Шкулта вĕреннĕ чухне вĕсем пирĕн алăра-ха, вăхăтра кăна асăрхаса, усаллинчен сыхласа хăварар. Кая юлсан каю кăна ан шăттăрччĕ!

Н.ПЕТРОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1