Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Полици хроники

Категория: Общество Опубликовано: 09.11.2018, 09:14 Просмотров: 435

Районти полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере 46 заявлени регистрациленĕ, 23 адмпротокол çырнă. Йĕркене пăснă тата пулса иртнĕ хăш-пĕр тĕслĕхсем:

Октябрĕн 29-мĕшĕнче ирхи 3 сехетре паллă мар çын Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă, райпо тытăмне кĕрекен "Универмаг" лавккана пластик чỹречене хирсе уçса кĕнĕ. Унтан вăл SVR-8115P видеорегистратор илсе тухнă. Тăкак суммине палăртаççĕ. Вăррăн пỹрнепе атă-пушмак йĕрĕсене илнĕ.

Атнарта пурăнакан, килтен августăн 5-мĕшĕнче тухса кайнă Алексей Анатольевич Амбрашкин (1976 çулта çуралнăскер) ăçта пулнине тупса палăртнă. Ун тĕлĕшпе пуçарнă шырав ĕçне хупнă.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче ирхине районти пасарта сутуçăн тимсĕрлĕхĕпе усă курса Етĕрне районĕнчи виçĕ арçын (1966, 1973 тата 1984 çулсенче çуралнăскерсем) хĕрарăмсен хĕллехи сакăр курткине вăрланă, 25500 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Туканаш ялĕнчи арçын, 1979 çулта çуралнăскер, пĕрле хутшăнакан хĕрарăм патĕнче хăнара пулнă чух ỹсĕрскер 2006 çулта çуралнă хĕрачана аллипе питĕнчен çапнă.

Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5