ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районти полици уйрăмĕнче дознавательте тăрăшакан Людмила Степановна Албакован сăнне кăçал районăн Хисеп хăми çинче курма пулать. Полици майорĕ пĕлтĕр республикăри дознавательсем хушшинче пуринчен те ытларах уголовлă ĕç тĕпчесе суда ярса панă. Людмила Албакова шалти ĕçсен пайĕнче 1996 çултанпа ĕçлет, вăл аслă юридици пĕлĕвне илнĕ. Хальхи вăхăтра унăн ытларах хĕненипе тата вăрланипе çыхăннă ĕçсене тишкерме тивет. Руль умне ỹсĕрле тепĕр хут ларнă водительсен тата саккуна пăсса вăрман касакансемпе сунара тухакансен уголовлă ĕçĕсене те вăлах тĕпчет. Кăçалхи 10 уйăх хушшинче Людмила Степановна 50 ытла уголовлă ĕç пуçарнă, 30 ĕçе суда ярса панă.
Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ хушăра Людмила Албакова полици майорĕ хисеп хучĕсемпе медальсене сахал мар тивĕçнĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче ăна Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн Тав сăмахĕпе чысланă.
Полицире ĕçлеме çăмăл маррине пурте ăнланатпăр. Çак тытăмра вăй хуракан хĕрарăм-сене уйрăмах йывăр темелле, мĕншĕн тесен çемьене тимлĕх уйăрма та вăхăт тупмалла. Следствипе оперативлă ушкăнра пулнă май Людмила Степановнăн талăкĕпех дежурствăра тăма тивет. Çĕмĕрлере шалти ĕçсен пайĕнче тимлекен мăшăрĕ те, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен хĕрĕпе 2-мĕш класа каякан ывăлĕ те Людмила Степановнăна ăнланаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çемьере килĕшỹпе ăнлану хуçаланни вара ĕçре те пулăшса пырать.
А.КАРПОВА
Ноябрь 2024 |