Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хăнасене хапăл туса йышăнать

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2018, 09:29 Просмотров: 604


dolgova1Ноябрь уйăхĕ те, ыттисем пекех, сумлă юбилейсемпе пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем нумаях пулмасть ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвĕпе паллаштарнă.

Акă ноябрĕн 6-мĕшĕнче Тумликасси ялĕнче пурăнакан Матрена Петровна Орлова (тĕплĕнрех çитес номерсенче) тата Хурашашри Антонина Максимовна Долгова хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.

90 çула çитесси - уй урлă каçасси мар. Çак çулти ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, çутă ĕмĕтпе малалла талпăннă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, тĕслĕх илнĕ.

Антонина Максимовна Долгова та хăйĕн пурнăçне колхоза халалланă, мăшăрлансан виçĕ ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене ура çине тăратас тесе вăй-халне шеллемен.

Халĕ вăл пĕчченех пурăнать пулин те, хĕрĕ ун патне тăтăшах килсе çỹрет, кил-хуçалăхĕнче пулăшать. Кинемей мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнать. Калаçма юратакан, хăнасене хапăл туса йышăнакан ветеран кашни кунпа савăнма пĕлет, сад-пахчара та хăех тăрмашать. Пур енчен те маттурскер тата çивĕчскер пĕр минут та ĕçсĕр лармасть. Çывăх çынсен тимлĕхĕпе юратăвĕ кăна çак çула çитме вăй-хăват парать пулĕ. Унăн ĕмĕрĕ хушамачĕн пĕлтерĕшĕ пекех вăрăм пултăр.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1