Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Трапайра çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2018, 10:00 Просмотров: 626

fap-trabai1Эрнекун, ноябрĕн 9-мĕшĕнче, çанталăк ăмăр та сивĕ тăчĕ пулин те Трапай ялĕнче пурăнакансем çакна туймарĕç те тейĕн, кăнтăрлаччен ял урамĕсене пĕрлештерекен вырăнта капăр тумланнă, савăнăçпа тулнă халăх сахал мар пухăнчĕ. Сăлтавĕ, чăнах та, пысăк - савăнăçлă лару-тăрура ялта пурте тахçанах кĕтнĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç.

Хальхи пурнăç шайĕпе туллин килĕшсе тăракан ФАП трапайсене кăна мар, Урикасси ялĕнче пурăнакансене те медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Халăхăн сывлăхне тимлесе тăма кунта пĕтĕм услови çителĕклĕ, çутă та хăтлă пỹлĕмсенче мĕнпур процедурăсене пурнăçлама сĕтел-пуканĕ те, тĕрлĕ оборудовани те пур.

Мероприятие илемлĕ юрă шăрантарса Атнарти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ уçрĕ, хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Унтан уява килнĕ хисеплĕ хăнасем сăмах илчĕç. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов пухăннисене пĕлтерĕшлĕ пулăм ячĕпе хĕрỹллĕн саламларĕ, Чăваш Енре халăха медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пуçарăвĕпе 2013 çултанпа республикăра хальхи йышши 179 фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартнине, Трапайри çĕнĕ ФАП районта шучĕпе 10-мĕш пулнине каларĕ. Ку юлашки мар-ха, республикăри ФАП-сене малалла та çĕнетсе пырассине пĕлтерчĕ. Сывлăх чи хаклă пурлăх пулни, кашни çыннăнах хăйĕн сывлăхне упрамалли, кирлĕ чухне пулăшу илме медицина учрежденийĕсене пымалли, чиртен сыхланма профилактика ĕçĕсем ирттермелли, спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалли çине уйрăмах пусăм турĕ.

Район пуçлăхĕ А.Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Башкиров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Павлов та саламлă сăмахсемпе тухса калаçрĕç, ФАП-ăн пĕлтерĕшĕ кунта пурăнакансемшĕн пысăк пулнине палăртрĕç. Район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев та ял çыннисене пысăк пулăмпа саламларĕ, районта кашни иккĕмĕш ФАП çĕнĕ пулнине асăнчĕ.

Халăх та савăнăçне пытараймарĕ, "Ко-минтерн" ЯХПК ертỹçи А.Новикова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альбина Наумова ертỹçĕсене Трапайра çакăн пек хăтлă ФАП туса лартма майне тупнăшăн, ку ĕçре пулăшу кỹнĕшĕн тав турĕç, районта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем татах уçăласса шаннине каларĕç.

Малалла уява хутшăннă яваплă çынсем хĕрлĕ хăйăва касрĕç те ФАП официаллă майпа уçăлнине пĕлтерчĕç, унтан ун заведующийĕпе Анастасия Индейкинапа пĕрле шала кĕрсе курчĕç, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Уяв концертпа вĕçленчĕ. Атнарти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ, Алексей Никитин тата Александр Быков хăйсен илемлĕ юррисемпе халăх кăмăлне самай тыткăнларĕç, çĕнĕ çурт умне тухса ташлакансем те пулчĕç.

Çак кунах ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов райбольницăна çитсе курнă. Район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев ача-пăча поликлиникин ĕçĕпе, ирттерекен операцисемпе, "Земство тухтăрĕ" программа мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Унтан медицина учрежденийĕн акт залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăннипе кунти ĕç коллективĕпе пуху иртнĕ.

Тĕлпулура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов паянхи кун республика тата çĕршыв Правительстви сывлăх сыхлавĕ умĕнче мĕнле задачăсем лартнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех районăн демографи кăтартăвĕсене пăхса тухнă, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас ыйтусене тишкернĕ.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Владимир Викторов районти сиплев учрежденийĕнчи медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăх хак панă. Вăл больницăра туслă коллектив ĕçленине, çамрăк специалист нумай пулнине палăртнă.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5