ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ыран, ноябрĕн 17-мĕшĕнче, полицин участок уполномоченнăйĕсен служби 95 çул тултарать. Ку служба полицинче чи аслисен йышне кĕрет. Ĕлĕкех надзирательсем, унтан участок приставĕсем ĕçленĕ. Вĕсем те, хальхи участок уполномоченнăйĕсем пекех, хăйсене шанса панă участокри йĕркешĕн яваплă пулнă.
Участок уполномоченнăйĕн ĕçĕ нумай енлĕ, урăхла ăна специалист-универсал теме те пулать, уйрăмах вăл яллă вырăнта ĕçлет пулсан. Кунта унăн криминалистпа следователь, çул çитменнисемпе ĕçлекен, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕн тата ытти тĕрлĕ службăсен специалисчĕсен тивĕçĕсене те пурнăçлама тивет. Мĕнпур преступленисен çуррине яхăн шăпах вĕсем уçса параççĕ-çке.
Районта участковăйсен службине аталантарас ĕçе хăй вăхăтĕнче ăна ертсе пынă В.И.Порейкин, Ю.Н.Самсонов, В.А.Вадейкин, А.Н.Михопаркин, Ю.С.Ратников, О.Н.Чубайкин тỹпе хывнă. А.С.Кашкиров, Н.Н.Никифоров тата И.Н.Серин ветерансем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Хальхи вăхăтра вара районти полици уйрăмĕн участок уполномоченнăйĕсен уйрăмне В.А.Ярабаев ертсе пырать. С.И.Герасимов, Е.М.Патьянов тата А.Н.Трофимова участок уполномоченнăйĕсем ĕçтешĕсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ, вĕсем хăйсен професси ăсталăхне ỹстерсе пыма тăрăшаççĕ, çав хушăрах çамрăк сотрудниксене - С.В.Майорова, С.Н.Таерова тата А.В.Петров стажера - ĕçре пулăшса пыраççĕ.
Вĕсен ĕçĕ йывăр та, хăрушă та. Апла пулин те шăпах вĕсен тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă ĕçĕнчен сирĕнпе пирĕн лăпкă та тăнăç пурнăç килет.
Ноябрь 2024 |