ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти "Чебоксары-Арена" пăр керменĕнче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" Пĕтĕм Раççейри фестивальте Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ шкул ачисене чысланă. Савăнăçлă мероприятие çамрăк спортсменсемпе пĕрле республикăри спорт министерствин представителĕсем, вĕрентекенсемпе тренерсем тата ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.
Раççей шайĕнчи ăмăртăва çĕршывăн 83 регионĕнчи 11-15 çулхи 680 ача хутшăннă. Чăваш Республикин командинче 11-12 çулхи икшер арçын ачапа хĕрача тата 13-15 çулхи икшер арçын ачапа хĕрача пулнă. Вĕсем пурте республика шайĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарнă, çавăнпа пĕрлештернĕ командăна кĕнĕ.
Крым Республикинче иртнĕ ГТО фестивалĕнче Чăваш Республикин ко-манди 5-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм кăтартусем те пулман мар. Çăмăл атлетика эстафетинче чăваш спортсменĕсем иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Аса илтеретпĕр, "Артекра" октябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 3-мĕшĕччен пынă ГТО фестивальне Чăваш Республикин командин йышĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен Вадим Иванов та хутшăннă. Çавна май пăр керменĕнче çамрăк спортсменсене чысланă мероприятире Вадим амăшĕпе тата ашшĕпе пĕрле пулнă.
Ачан çитĕнĕвĕсем чи малтанах камран килеççĕ? Тĕрĕс, хăйĕнчен, ашшĕ-амăшĕнчен тата вĕрентекенсенчен. Хальхи вăхăтра "Хастар" ФСК-ра ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăхне туптакан Вадима спортпа туслашма чи малтанах ашшĕпе амăшĕ пулăшнă. Лилия Михайловнăпа Олег Викентьевич хăйсем те районта иртекен спорт ăмăртăвĕсенчен юлмаççĕ.
Вадим Иванов "Артекра" иртнĕ ГТО фестивалĕн финалне хутшăнса хăйĕн спортри пултарулăхне аван кăтартса панă. 11 çулхи çамрăк спортсмен 11-12 çулхи 162 арçын ача хушшинче спортăн ултă енĕпе (60 тата 1500 метра чупасси, туртăнасси, ишесси, пересси, мечĕк ывăтасси) 28-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Вадим финала хутшăннисенчен чи кĕçĕннисенчен пĕри пулнине шута илсен ку кăтарту япăхах мар. Республика команди йышĕнче вара вăл пухнă очкосен шучĕпе тăваттăмĕш пулнă. Турник çинче туртăнса Вадим 2006-2007 çулсенче çуралнă спортсменсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă, çакăншăн ăна кĕмĕл медальпе тата Крым Республикин физкультурăпа спорт управленийĕн Дипломĕпе наградăланă. Çăмăл атлетика эстафетинче республика команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, ку ăмăртăва Вадим та хутшăннă, çакăншăн вăл ыттисемпе танах Раççей Спорт министерствин иккĕмĕш степеньлĕ Дипломне тата кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Шупашкарти пăр керменĕнчи чыслав мероприятийĕнче "Артекра" палăрнă пур ача та, çав шутра Вадим Иванов та, республикăри социаллă тата культура программисене тĕрев парса пыракан фондран асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
Ивановсен туслă çемйинче виçĕ ача ỹсет. Асли, Анна, 7-мĕш класа каять, вăл ташлама-юрлама ăста. Вадим - çемьере иккĕмĕш, унăн Егор шăллĕ, "Пилеш" ача садне çỹрекенскер, пиччĕшĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе мухтанать, унран тĕслĕх илме тăрăшать.
Вадим вара "Артекра" пулнă вăхăт асра юлмалла, кăмăллă та усăллă иртни пирки калать. Кунта çĕнĕ юлташсем тупнине те пытармасть. Кам пĕлет, тен, Чутай тăрăхĕн пултаруллă çамрăк спортсменĕ малашне вĕсемпе пысăк шайри ытти ăмăртусенче тĕл пулĕ?
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |