Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хĕлле те çăпатапа вăрман каснă

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2018, 09:03 Просмотров: 534

orlova-matrenaТăван çĕршывăн Аслă вăрçин нуши-инкекне тỹснисенчен халĕ пирĕн хушăра ытларах тылра вăй хунисем юлчĕç. Вĕсем каласа панинчен эпир çав синкерлĕ вăхăтри пурнăç çинчен пĕлетпĕр. Çĕнтерĕве çывхартма çапăçусем кĕрленĕ тăрăхсенчен аякра пурăннисем те пулăшнă. Ытларах - хĕрарăмсем, ачасем, ваттисем...

Лаша вырăнне турта хушшине тăнă

Тумликасси ялĕнче пурăнакан Матрена Петровна Орлова та вăрçă вăхăтĕнче пĕтĕм вăйне парса ĕçленĕ. Пирĕн çĕршыв çине фашистсем тапăнса кĕнĕ çул вунвиççĕре пулнăскер аслисемпе танах колхоз ĕçне хутшăннă.

"Малтанах хĕлле юр тытаттăмăр, çулла çум çумлаттăмăр, - вăрçă çулĕсене аса илнĕ май каласа парать Матрена Петровна. - Тырă та вырнă, авăн та çапнă. Каярахпа вăрманта йывăçсем каснă çĕрте нумай ĕçлерĕмĕр. Хĕрарăмсемпе хĕрсем пысăк юмансене касса тиеттĕмĕр. Тепĕр чухне лаша вырăнне турта хушшине тăни те пулнă.

Туканаша "хваттере" ячĕç, колхоз ватă сысна пусса пачĕ, çавăнтан кăмакара апат пĕçерсе çиеттĕмĕр. Кил хуçисен кăмаки çинче çывăраттăмăр, хăшĕсем - урайĕнче. Хĕлле те çăпатасемпе ĕçлеттĕмĕр, каçхи вăрмантан таврăнсан çăпата-тăласене кăмака çине типме хураттăмăр, хамăр та çавăнтах выртаттăмăр...

Тырă вырнă чух ирпе-ирех пилĕк тĕм тумасан колхоз апатне çитерместчĕç. Апачĕ те ячĕшĕн кăначчĕ ĕнтĕ, тăварсăр пĕçернĕскер. Ытларах курăк çинĕ эпир. Çапах та чăтрăмăр, вилмерĕмĕр. Турри вăрăм кун-çул çырса панă мана..."

Ахаль ларма юратмасть

Çак кунсенче 90 çул тултарнă Матрена Орлова патне пынă чух вăл нуски çыхатчĕ. Çулĕсене кура мар вăр-варскер, кил-тĕрĕшри ĕçсене хăех пурнăçлать, çулла анкартинче те ĕçлет, хĕлле алсиш-нуски, пукан çине витмеллисем çыхать. Ачисемпе мăнукĕсем валли ăшă нуски чылай çыхса хатĕрленĕ вăл.

Матрена Петровна хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать. Шел те, мăшăрĕ темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă.

Ишеккасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Альберт Орловпа çак ялтах кун çути курнă Матрена Петровна 1952 çулта çемье çавăрнă. Пĕрлешнĕ хыççăн вĕсем Тумликасси ялне пурăнма куçнă. Орловсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Эпĕ пынă кун Çĕмĕрлере пурăнакан Галина хĕрĕпе кĕрỹшĕ те пурччĕ, вĕсем кан-малли кунсенче яла амăшĕ патне килсех çỹреççĕ. Асли, Олег ывăлĕ, Мускав облаçĕнче пурăнать, Ольга хĕрĕ Тверь облаçĕнче тĕпленнĕ. Паянхи кун Матрена Петровна ултă мăнукĕпе тăхăр кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать. Çывăх çыннин 90 çулхи юбилейне ачисемпе мăнукĕсем тăван килте пĕрле пухăннă.

"Хамăн ĕмĕрте пурнăç мĕн тери ул-шăннине курмарăм пулĕ, - тет Матрена Петровна. - Атте вăрçăран килсен вилнĕрен тăлăх ỹсрĕмĕр эпир. Шкулта пилĕк класс таран кăна вĕренме тỹр килчĕ. Тăхăнмалли çукчĕ, качча кайнă чух та хам çинчи япаласем кăна пулнă тесен те юрать. Çапах та ĕçлерĕмĕр, пурнăç тума тăрăшрăмăр. Ĕлĕк хальхи пек çи-пуç пулнă пулсан министр арăмĕ пулаттăмăр пулĕ эпир..."

Çапларах аса илсе каласа пачĕ хăйĕн пурнăçĕ çинчен Матрена Петровна. Уйрăмах хăйĕн паянхи кун Украинăра Донецк облаçĕнче пурăнакан шăллĕ çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ. Сакăрвуннăран иртнĕ шăллĕ те çулĕсене кура мар вăр-вар иккен. Виçĕмçул вăл тăван тăрăха килсе кайнă. Унччен вара, çитмĕл çулсенче чух, Украинăран пирĕн района çити велосипедпа килнĕ вăл! Çул çинче темиçе хутчен те чарăнса, çĕр каçма палланă çынсем патне кĕркелесе е çул хĕрринчех канса илсе çитнĕ вăл тăван килне.

Район хаçатне юратса вулать

Малашлăха ырă шанчăкпа пăхакан тăхăрвуннăри Матрена Петровна хĕл каçма Çĕмĕрлере пурăнакан хĕрĕ патне каять. Çурчĕ пачах пушă ларать тесе калаймăн - канмалли кунсенче килсех çỹреççĕ вĕсем.

Матрена Орлова район хаçатне юратса вуланине, тăтăшах çырăнса илнине каларĕ. Хĕлле Çĕмĕрлере пурăннă чух та хĕрĕпе кĕрỹшĕ ăна хăй çук хушăра пухăнса пынă район хаçатне илсе пырса вулаттараççĕ.

Çывăх çыннисен ăшшине туйса, паянхи пурнăçпа кăсăкланса пурăнакан, çынсемпе кăмăллă калаçакан Матрена Орловапа сывпуллашнă май хăйсене шеллемесĕр кунĕн-çĕрĕн вăй хунисен ăрăвĕ пире ырă тĕслĕх кăтартни пирки шухăшларăм. Тыл ĕçченĕсене пирĕн ветерансемпе танах пуç таймалла. Вăхăт иртнĕ май вĕсем пирĕнпе юнашар юлманпа пĕрех пулсан та, чи кирли - астăвăм яланах чĕрĕ пултăр.

 А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1