Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ял çыннине çĕр тăрантарать

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2018, 09:08 Просмотров: 435

ustinov1Ял ĕçченĕн уявĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе яланхи пекех ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене наградăсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракансем те пулчĕç. Акă Виктор Анатольевич Устинов фермер Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Виктор Устинов Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах тĕпленнĕ. Малтанах вăл Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, пилорамщикра та вăй хунă, "Аккозинское" хуçалăхра председатель çумĕнче тăрăшнă. Ял çыннине çĕр тытса-тăрантарса тăмасть-и? Тен, çавăнпа вăл фермер хуçалăхне йĕркелеме шутланă. 2014 çулта Виктор Анатольевич пуçласа тытăнакан фермерсене пулăшакан регионти программăн конкурс комиссийĕ витĕр тухнă, "Сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси" проекта пурнăçа кĕртме пултарнă. Çавна пула производство никĕсне ỹстерме, ялхуçалăх техникине туянма, икĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнĕ.

Фермер хуçалăхĕ çултан-çул вăй илсе пырать, ялхуçалăх продукцине туса, ăна сутса тупăш илет. Ялхуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ те пĕчĕк мар - 82,5 гектар.

В.Устинов хуçалăх малашлăхĕ пирки шухăшласа çитес вăхăтра 100 пуç валли ĕне ферми çĕклеме, район территорийĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермине хута яма планлать.

Виктор Анатольевич хуçалăха тытса пынă хушăрах район пурнăçне те активлă хутшăнать. Çавăн пекех вăл республикăри ялти хĕллехи тата çуллахи вăййисене те, çĕр сухалакансен конкурсне те хутшăннă. Спорт вăййисене те кăмăллать фермер.

Палăртмалла, Виктор Анатольевич Устиновăн сăнне кăçалхи район Хисеп хăми çинче те курма пулать. Ырă ята вăл районта фермер ĕçне аталантарнăшăн, Çĕр-аннене хисеп туса пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе таса продукци туса илнĕшĕн тивĕçнĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31