Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пăрчăкан пек вăр-вар

Категория: Общество Опубликовано: 23.11.2018, 11:32 Просмотров: 584

var-varЫрă ята тивĕçлĕ аннесем районта сахал мар. Акă Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Елизавета Валериевна Никитина, Галина Николаевна Гордеева тата Ираида Геннадьевна Аксакова кил ăшшине упранипе пĕрлех ĕçлеме те, тĕрлĕ фестиваль-конкурссене хутшăнма та, ачи-пăчине тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме те вăхăт тупаççĕ.

Ираида Аксакова Кив Атикассинчи библиотекăра вăй хурать. Елизавета Никитина та библиотекарь. Вăл Çĕн Атикассинчи библиотекăра ĕçлет. Вĕсем иккĕшĕ те хаçат-журналпа, кĕнекесемпе туслă ачасене тата ватăсене илемлĕ литература тĕнчипе паллаштараççĕ. Галина Гордеева ял тăрăхĕн администрацийĕнче тата клубра тирпейлỹçĕре тăрăшать. Хĕрарăмсем çав хушăрах çемйине валли те вăхăт тупаççĕ. Вĕсен кашнийĕнех икшер-виçшер ача. Хăшĕсем тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ, шкула çỹрекеннисем те пур-ха. Вĕсем шкулта та аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, амăшĕсене кил-хуçалăхра пулăшма васкаççĕ.

Хĕрарăмсенчен пĕри те ĕçсĕр ларма хăнăхман. Пăрчăкан пек вăр-варскерсем юрра-ташша та ăста. Вĕсем клуб çумĕнчи "Шупуç" коллектива çỹреççĕ, районта иртекен фестиваль-конкурссене, куравсене хаваспах хутшăнаççĕ.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31