ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районти çăкăр заводĕнче ĕçлекен Валентина Захаровапа ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче йĕркеленĕ куравра паллашма тỹр килчĕ. Сăмах çăмхине сỹтнĕ май вăл виçĕ ача амăшĕ пулнине, район çыннисен сĕтелĕ çинче кулленех ырă шăршăллă та çемçе, тутлă çăкăр вырттăр тесе тăрăшнине пĕлтĕм. Çавăнпах унпа вулакансене те паллаштарас кăмăл çуралчĕ.
Валентина Владимировна Ачкасси ялĕнче çуралнă. Халĕ çемйипе Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать. Мăшăрĕпе, Сергей Александровичпа, икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ вĕсем. Захаровсен аслă ывăлĕ Денис Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă, Мускавра ĕçлет. Хĕрĕ Наташа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш класра ăс пухать. Кĕçĕн ывăлĕ Арсений вара "Пилеш" ача садне çỹрет.
Валентина Захарован пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 27 çулпа танлашать. Çăкăр заводĕнче вара вăл 17 çул тимлет. Хальхи вăхăтра çăкăр пĕçернĕ çĕрте бригадирта тăрăшать. Валентина Владимировна ĕçри тăрăшулăхне кура ĕçтешĕсен хисепне çĕнсе илнĕ. Çăкăр завочĕн директорĕ Ю.О.Яндайкин та ун пирки ырă сăмахсем кăна каларĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Валентина Захарована ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче чыслава тивĕçнисен хушшинче курма пулчĕ. Çак кун вăл район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |