ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче районта пĕтĕм республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе, вырăнти халăхпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.
ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов ертсе пыракан ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа пĕрле Питĕркасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, ял тăрăхĕн активĕпе тата Питĕркасси шкулĕн коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ.
Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Светлана Каликова ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕ.
Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ỹсет
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн ĕç тухăçлă- хĕпе пирĕн республика юлашки çулсенче çĕршыв шайĕнче малти вырăнсене йы-шăнса пырать. Пĕлтерĕшлĕ кăтарту вăл - халăхăн пурнăç тăршшĕ ỹсни. Юлашки вунă çулта 85 çултан иртнисен шучĕ 1,7 хут ỹснĕ. 100 çултан иртнисен хисепĕ вара юлашки пилĕк çулта 1,9 хут ỹснĕ.
Республикăра халăха пурăннă вырăнта медицина пулăшăвĕ парассипе пĕрлех пысăк технологиллĕ федераллă центрсем те уçăлаççĕ.
Районти кăтартусене илес пулсан, халăхăн пурнăç тăршшĕ ỹсни палăрать: 2017 çулпа танлаштарсан, 1,5 хут ỹснĕ, халĕ районта çынсем вăтамран 72 çул пурăнаççĕ.
Халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тесе район больницин пурлăхпа техника никĕсне çĕнетсех тăраççĕ, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçаççĕ. Паянхи кун район территорийĕнче çĕнĕ 10 ФАП ĕçлет. Çитес çул Яманкассинче çĕнĕ ФАП тума палăртнă.
"Земство тухтăрĕ" программăпа ра-йона çамрăк тухтăрсем килнĕ. Хальхи вăхăтра пурĕ 20 земство тухтăрĕ ĕçлет. Кăçал района виçĕ çамрăк врач килнĕ: стоматолог, терапевт тата анестезиолог.
Çитес çул Атнарти тата Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. Унсăр пуçне тăватă миллион тенкĕ тăракан ультрасасă тĕрĕслевĕн аппаратне туянма палăртнă.
Шкулсене - пысăк тимлĕх
Тĕрлĕ программăсем пулăшнипе районти шкулсене çĕнетсех тăраççĕ. Ачасем хăтлă условисенче пĕлỹ илччĕр тесе тăрăшнине Мăн Этмен шкулĕн тĕслĕхĕнче курма пулать. Кунта кăçал "Создание в Чувашской Республике новых мест в общеобразовательных организациях в соответствии с прогнозируемой потребностью и современными условиями обучения" программăпа килĕшỹллĕн 14 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
2019-2025 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри, Атнарти тата Çĕн Атикассинчи шкулсенче пурĕ 131 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă.
Граждансене йышăнмалли кун
Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе кашни çулах декабрĕн 12-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун иртет. Çак кун районта пурăнакансем вырăнти власть органĕсене çитсе хăйсене пăшăрхантаракан тата кăсăклантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Йышăнăва кайнă чух пĕрле паспорт илмелле.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |