ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çут тĕнчере вăрçăран хăрушăраххи урăх нимĕн те çук. Пирĕн аттесемпе аннесем, асаттесемпе асаннесем вăрçă мĕн иккенне кам та пулин каласа кăтартнă е тĕрлĕ киносемпе кĕнекесем тăрăх мар, хăйсем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнине, вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнине тата мĕн чухлĕ терт-нуша тỹснине хумханса аса илетчĕç.
Иккĕмĕш тĕнче тата пирĕн çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 73 çул иртрĕ пулин те хальхи экономикăпа политикăри пысăк йышăнусемшĕн тата власть илессишĕн юн юхтарасси ниепле те пĕтмест-ха. Çакна Сирири, Палестинăри, Афганистанри, Ливанри, Луганск, Донбасс территорийĕсенчи тата ытти вырăнсенчи вăрçăсем çирĕплетеççĕ.
Туктамăш ялĕнче çуралса ỹснĕ Евгений Пузыркин та Чечен вăрçине çакланасса шутламан. Вăл ыттисем пекех çĕршыв умĕнчи тивĕçе ним шикленмесĕр пурнăçласса шаннă. Анчах шăпа çынна таçта та илсе çитерме пултарать, кашнин хăйне майлă вăл. Туктамăш каччипе тĕл пулса калаçнă май Чеченри вăрçа аса илме çăмăлах марри, вăл питĕ хăрушши тỹрех палăрчĕ. Чылай вăхăт иртнĕ пулин те, чуна лăплантарма та йывăр тесе пуçларĕ вăл: "Минăсемпе снарядсем шартлатса çурăлни, пульăсем шăхăрса вĕçни паянхи кун та хăлхарах. Ку вăрçăран сывă-таса таврăнасса ĕмĕтленмен те. Хамăр салтаксен виллисене курсан ухмаха тухас патнех çитеттĕмĕр. Чун тарăхупа тулатчĕ, çав вăхăтрах бандитсене пĕрерĕн-пĕрерĕн туласа тăкма хатĕрччĕ. Тавăрас килетчĕ пуриншĕн те".
Чечен Республикине Женя Пузыркин 1999 çулта мотострелоксен 693-мĕш полкĕпе пĕрле лекнĕ. Грозный хула варринче чипер ларакан çуртсем пулман, ишĕлсе аннисем кăна курăннă. Çынсем унта-кунта çỹрекеленĕ. "Кăнтăрла шăп, каçхине перкелешỹ кăна. Хăйне евĕрлĕ мел пулнă ĕнтĕ боевиксен. Кăнтăр кунĕнче хула урамĕсене çынсем тухкалаççĕ. Вĕсенчен тахăшĕ санăн тăшману - пĕлместĕн. Шăпăртах çỹреççĕ те. Паллах, эпир асăрханулăх пирки те манман, дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Перкелешỹ вăхăтĕнче патронсене шеллемен. Пĕте пуçласан татах параççĕ, - терĕ те сăмахне малалла тăсрĕ вăл. - Çынна тĕллесе персе вĕлересси питĕ хăрушă ĕç. Шеллерĕн - хăв леш тĕнчене лекетĕн. Ирĕксĕрех патронсене кăларса яратăн. Кашни самантра йывăрлăх, çурăм тăрăх тар шăпăртатса юхать". Хумханнине ирттерес тесе вăл куркари чейне сыпса илчĕ.
Çапла майпа кашни кун иртнĕ, пуля вĕт пĕрне те тиркесе тăмасть. "Пире типĕ апатпа вăхăтра тивĕçтерсе тăнă, анчах хырăм тăранса çитнĕн туйăнмастчĕ. Выçă ларнă самантсем, икĕ-виçĕ талăк çывăрман каçсем те пулкаланă. Сăрт çине хăпарсан Грозный хули ал тупанĕ çинчи пекех курăннă. Хулана пенĕ чухне вара мина уйĕсем урлă та иртме тивнĕ. Унта пехота мини анчах мар, танксене пĕтермеллине те лартнă. Мина вырнаçтаракансем растяжкăсемпе те усă курнă. Вĕсем çине пуссан мина тỹрех сирпĕнет. Кăшт йăнăшсанах - вилетĕн. Мĕн тумалла? Малалла каймасан тăшман аллине лекме пултаратăн", - терĕ тем те курса тỹснĕ Туктамăш каччи.
Пĕр кĕркунне вĕсен разведка ушкăнне Бамут хули еннелле кайма приказ панă. Бронетанк çинче Женьăсăр пуçне Муркаш районĕнчи Евгений Борисов, Сĕнтĕрвăрринчи Алексей Данилов тата старшинапа прапорщик пулнă. Пĕр яла кĕнĕ май вĕсем чеченсен засадине лекнĕ. Лешсен ракети танка аркатнă, салтаксем сывлăш хумĕпе тĕрлĕ еннелле ỹкнĕ. Тăшман татти-сыпписĕр пенĕ, салтаксене парăнма хистесе кăшкăрнă. Çапах та хăйсем çывăха килме шикленнĕ. Каçхине Борисовпа юлташĕ сопкăсем еннеле шуса кайнă, вырăссен чаçĕсем еннеле çул тытнă. Вĕсем умра каллех тепĕр засада пулнине туйса илнĕ. Тамăкран хăтăлса тухнă çамрăксем. Борисова "Раççей геройĕ" ят та панă.
Ытти чăваш салтакĕсем те аманнă пулин те хăмăшлăхра выртса чĕрĕ юлнă. Вĕсене çапăçури паллă ĕçсемшĕн орден-медальпе чысланă. Çавсем йышĕнче - Евгений Пузыркин та.
"Ман пеккисен ылханнă Чечен вăрçинче пулнишĕн, çынсене пурнăçпа вилĕм хушшине тăратнишĕн хурланмалла кăна. Пĕçĕрен икĕ хут снаряд ванчăкĕпе аманнă пулин те чĕрĕ таврăннăшăн вара Турра тав тумалла", - терĕ Евгений.
Валерий РОМАНОВ.
Ноябрь 2024 |