Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2018, 09:05 Просмотров: 473

cnigaШтанашри вăтам шкул пирки тахçанах уйрăм кĕнеке пичетлесе кăларма ĕмĕтленеттĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çак шкулта ĕçлеме пуçланăранпах шкул пирки тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ материалсене пухса пытăм. Шкул пурнăçне районта тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче çутатсах тăтăм.

Материалсем уйрăм кĕнеке кăлармалăх пухăнчĕç. Çавăнпа эпĕ Штанаш шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисене хамăн ĕмĕт пирки пĕлтертĕм. Мана пулăшма шантарчĕç. Кĕнекене кун çу-ти кăтартма 30 çын пулăшрĕ. Çапла майпа кăçал Шупашкарти "Перфектум" типографинче "Островок знаний" кĕнеке тухрĕ.

Кĕнекери статьясен авторĕсем - 1959-1968 çулсенче Штанаш шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Г.А.Ижеев, Г.А.Савельев таврапĕлỹçĕ, шкулта истори учителĕнче ĕçленĕ Г.В.Сидоров, географи учителĕ М.А.Моляров, 1952 çулта Штанаш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Кăмаша хĕрĕ Г.С.Лосева (Васильева), физика учителĕнче, завучра тата директорта ĕçленĕ Д.С.Михайлова, "Учительская газета" корреспонденчĕ Н.С.Тумова, шкултан вĕренсе тухнă Д.Т.Софронов капитан, В.Триковский, А.В.Зотов, Г.В.Зотова - шкул историне, пурнăçне, шкулпа çыхăннă самантсене тĕрлĕ енлĕ çутатса панă.

Кĕнекере шкулăн Упукушкăнчи тата Горбатовкăри филиалĕсем пирки калани тата унта ĕçленĕ учительсен, Штанашри вăтам шкулта тăрăшнă учительсен биографийĕсем пур, кунтах - шкулта ĕçленĕ учитель-предметниксен списокĕсем.

Штанаш шкулĕнче вĕреннĕ вăрçă ветеранĕсем пирки çырнă калавсем те пур кĕнекере. Вырăнти "Маяк" колхозра орден-медаль, "Хисеплĕ колхозник", ĕç ветеранĕ ятне тивĕçнĕ çынсен, вăрçăра пуçĕсене хунă, орден-медале тивĕçнĕ фронтовиксен ячĕсем те вырăн тупнă.

"Островок знаний" кĕнекен ытларах пайĕ вырăсла, чăвашла статьясем те пур. Кăларăм сăнỹкерчĕксемпе пуян.

Галина ЗОТОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5