Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çĕнĕ коопераци ял-хулана аталанма пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2018, 09:13 Просмотров: 429

pavlov-vНоябрĕн 22-23-мĕшĕсенче пирĕн республикăра Раççей Центросоюз Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче регионсенчи 50 ытла потребсоюз представителĕ Шупашкарти универбаза, Элĕк, Муркаш, Комсомольски, Çĕрпỹ райповĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче вара Раççейри коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институтĕнче "Çĕнĕ коопераци ял-хулана аталанма пулăшать" ятпа пленарлă лару иртнĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин вĕренỹпе наука комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Геннадий Онищенко, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов хутшăннă. Центросоюз Канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов ларура тухса калаçнă май мероприятие регионсемпе çĕршыв ырлăхĕшĕн коопераци аталанăвĕн çул-йĕрне, малалла ĕçлемелли майсене сỹтсе явас тĕллевпе ирттернине каланă.

Чăвашпотребсоюз председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ларăва пухăннисене Чăваш Ен кооперацийĕ хальхи саманапа килĕшỹллĕн мĕнле аталанса пынине пĕлтернĕ. Паянхи кун кооператорсем ялхуçалăх продукцине пухас, хатĕрлес тĕлĕшпе, суту-илỹ, аптека, обществăлла апатлану, йăла енĕпе тимленине палăртнă. Хальхи вăхăтра Чăвашпотребсоюз 60 пин уйрăм хуçалăхпа çыхăну тытса ĕçлет, вĕсенчен сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, эмел курăкĕ тата ыттине пухать.

Мероприяти вĕçĕнче чылай ĕçчен тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Хĕрлĕ Чутай райпо Канашĕн председательне Александр Степанова "Раççейĕн потребительсен кооперацийĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн" орденăн виççĕмĕш степенĕпе наградăланă.

"Четайское" ТЯО-н кондитерне Татьяна Орлована нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31