ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Юлашки вăхăтра республикăра телефонпа усă курса улталанă пулăмсем нумайланнă. Сотовăй телефонсемпе усă курса улталанине тăватă ушкăна уйăрма пулать:
1. Тăвансем инкеке лекнĕ тесе улталани. Ултавçăсем пĕр-пĕр номер-пе шăнкăравлаççĕ те абонентăн тăванĕ е палланă çынни пек пулса пăлханнă сасăпа çын инкеке лекнине, е ăна çул-йĕр инкекĕ тунăшăн полици сотрудникĕсем тытса чарнине калаççĕ. Тăванне çăлас тесен укçа тỹлемелле иккен. Унтан калаçăва тепĕр ултавçă хутшăнать, вăл хăйне полици сотрудникĕ тесе пĕлтерет, укçана кама тата мĕнле памаллине ăнлантарать. Ытларах чухне укçана терминал урлă тепĕр абонента куçарса пама ыйтаççĕ. Укçа патне ятарласа çын та пыма пултарать.
2. Пĕр-пĕр приз выляса илнĕ тесе улталани. Абонентăн телефон номерĕ çине вăл пĕр-пĕр вылява хутшăнса парне е приз (калăпăр, автомобиль) выляса илни пирки смс-çыру килет. Анчах та парнене илес тесен ятарлă номер çине укçа (комисси е ытти тăкака саплаштарма) куçармалла имĕш. Çав укçана куçарса парсанах вăл номерпе текех шăнкăравлама май пулмĕ, парнине те илеймĕр.
3. Банк карттине "блокировка" тунă тесе. Преступник абонент номерĕ çине банкăн хăрушсăрлăх службин сотруд-никĕ пек пулса шăнкăравлать те çыннăн карттине тĕрлĕ сăлтава пула "блокировка" туни пирки пĕлтерет. Ятарлă банк терминĕ-семпе усă куракана шанакан тупăнатех, çавăнпа та çынна банкомат патне кайса ятарлă номер çине шăнкăравлама хушаççĕ. Шăнкăравланă хыççăн карттăпа мĕн тумаллине пĕлтереççĕ. Калаçу вăхăтĕнче банк карттин пин-кодне ыйтса пĕлеççĕ, укçана хăйсене кирлĕ счет çине куçараççĕ.
4. Медицина пулăшăвĕ панă е эмелсем сутнă пек туса улталани. Палламан çын пĕр-пĕр медицина организацийĕн сотрудникĕ пек пулса шăнкăравлать, медицина терминĕсемпе усă курать. Ытларах чухне ватă çынсем патне шăнкăравлаççĕ, вĕсен чирĕсене асăнаççĕ, "хăвăрт сывалма" эмел е медицина приборĕ туянма сĕнеççĕ. Çакна валли ятарлă банк счечĕ çине укçа куçарма ыйтаççĕ. Хисеплĕ район çыннисем, сире асăрхануллă пулма ыйтатпăр! Ултав-çăсене хăвăра суйма ан парăр, шанăçсăр туйăнакан çынсем шăнкăравласан тĕрлĕ банк счечĕсем çине укçа ан куçарăр. Хăвăрăн банк карттин реквизичĕсене нихăçан та, никама та ан пĕлтерĕр! Шанчăксăр пек туйăнакан çынсем шăнкăравласан е вĕсене асăрхасан, вĕсем çинчен илтсен районти полици уйрăмне 02 е 2-11-02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
А.ТЕРЕНТЬЕВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Ноябрь 2024 |