Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пенси фончĕ хевтесĕррисене пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 30.11.2018, 09:14 Просмотров: 396

Пирĕн районта хевтĕсĕр 1,5 пин çын пурăнать. Пенси фончĕ вĕсене тĕрлĕ пенси тата социаллă тỹлевсем парса пулăшать.

Енчен те инвалидăн страхлав стажĕ пур пулсан (пĕр кун та пулин), ăна страхлав пенсине тỹлеççĕ. Енчен те инвалид нихăçан та ĕçлемен пулсан, ăна социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ. Пенсие тухмалли вăхăт çитсен вара инвалида ватлăхпа паракан пенсипе тивĕçтереççĕ, унăн шайĕ вăл унччен илсе тăнă пенсипе пĕр тан е пысăкрах пулма пултарать.

Паянхи кун районти 384 çын инвалидлăх пуррипе страхлав е социаллă пенси илсе тăрать.

Инвалидлăх пур 8 граждан патшалăх пенсине илсе тăрать. Ку пенсие çар тивĕçĕсене пурнăçланă, космос вĕçевĕсене хатĕрленĕ е пурнăçланă май, радиациллĕ е техногенлă катастрофăсенче инвалид пулнă çынсем тивĕçеççĕ.

Хăш-пĕр инвалидсем харăсах икĕ пенси илсе тăраççĕ: ватлăх çитнипе страхлав пенсийĕ тата инвалидлăх пурришĕн патшалăх пенсийĕ. Кун пеккисен шутне çарта суранланнисем, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем тата "Жителю блокадного Ленинграда" паллăна тивĕçнĕ инвалидсем кĕреççĕ. Паянхи кун районта харăсах икĕ пенси илекен 9 инвалид пурăнать.

Пенсисемпе пĕрлех хевтесĕррисене уйăхсерен укçа тỹлевĕ парса тăраççĕ тата социаллă тỹлевпе (соцпакет) тивĕçтереççĕ. Енчен те çынна соцпакет кирлĕ мар пулсан, вăл ăна укçан илсе тăма пултарать. Районти федераллă çăмăллăхçăсен 90 проценчĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ инвалидсем, соцпакет вырăнне укçа илсе тăрать.

2005 çултан пуçласа çар суранне пула инвалида тухнисене тата инвалидсене-вăрçă участникĕсене уйăхсерен 1000 тенкĕ хушса тỹлеççĕ. Асăннă пулăшăва районти 13 инвалид илсе тăрать.

Пенси фончĕ инвалидсене кăна мар, вĕсене пăхакансене те укçа тỹлет. Пĕрремĕш ушкăнри инвалида пăхакан ниçта та ĕçлемесен ăна уйăхсерен 1200 тенкĕ тỹлеççĕ. Инвалид ачана е ачаранах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă çынна пăхнăшăн 1200 тенкĕрен пуçласа 5500 тенкĕ таран тỹлеççĕ. Инвалида пăхнă вăхăт страхлав стажне кĕрет.

2016 çултан пуçласа ача-инвалид пур çемьесем амăшĕн капиталĕн укçинчен унăн соци-аллă адаптацийĕ валли кирлĕ таварсемпе пулăшусем валли усă курма пулатраççĕ. Чăваш Республикинче ку пулăшупа икĕ çемье усă курать.

А.ТИМОФЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31