Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çамрăк пулсан та çĕр ĕçне кăмăллать

Категория: Общество Опубликовано: 30.11.2018, 09:16 Просмотров: 440

Ял ĕçченĕн уявĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене наградăсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче хресченпе фермер хуçалăхне тытса пыракансем те пулчĕç. Палăртма кăмăллă, Алексей Иванович Ермаков фермер Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Алексей Ермаков Карăкçырми ялĕнче çуралса ỹснĕ. 2003 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. 2008 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă та çар тивĕçне пурнăçлама кайнă. Палăртмалла, вĕренỹ хыççăн Алексей Иванович çемйипе пĕрле уйрăм хушма хуçалăх аталантарас енĕпе тăрăшнă. Çак тапхăртан унăн пур- нăçĕ ялхуçалăхĕпе тачă çыхăннă та.

2015 çулта Алексей Ермаков пуçласа тытăнакан фермерсене пулăшакан регионти программăн конкурс комиссийĕ витĕр тухнă, "Сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси" проекта пурнăçа кĕртме пултарнă. Çавна пула производство никĕсне ỹстерме, ялхуçалăх техникине туянма, икĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнĕ.

Алексей Иванович кĕске хушăрах выльăхсен шутне тата ялхуçалăх культурисем акмалли лаптăка ỹстерме пултарнă. Хальлĕхе унăн ялхуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 31 гектар йышăнать.

Унăн ĕç кунĕ ирхи тăватă сехетре пуçланать те тĕттĕмленсен тин вĕçленет. Кун пек тиеве кашниех йăтса пыраймĕ. Уйрăмах çамрăксем. Кашниех çĕр ĕçне, выльăх-чĕрлĕхе хăнăхаймасть-çке. Хуçалăха аталантарас тесен чăтăмлăх, вăй-хал сахал мар кирлĕ.

Алексей Ермаков хуçалăх тытса пынă хушăрах район пурнăçне те активлă хутшăнать. Çавăн пекех вăл республикăри ялти хĕллехи тата çуллахи вăййисене те, çĕр сухалакансен конкурсне те хутшăннă. Пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмасть фермер.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5