ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Район центрĕнче вырнаçнă Хĕрлĕ Чутай шкулĕ умĕнче çĕнĕлĕхсем пуррине чылайăшĕ асăрхарĕ пулĕ: пĕлтĕр кăна хута кайнă "Я люблю Красные Четаи" арт-объектпа юнашар халĕ тата икĕ объект пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн пуçарăвĕпе кунта чĕре евĕр "Юрату арккине" тата пĕр-пĕрне юратакансен кĕперне вырнаçтарнă.
Шурă тата хĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ çак арт-объектсене мăшăрланакансене валли сăн ỹкерĕнмелли вырăн пултăр
тесе хатĕрленĕ. Иртнĕ шăматкун, декабрĕн 1-мĕшĕнче, кунта пĕрремĕш çамрăк мăшăр ЗАГС-ран çырăнса тухнă хыççăн сăн ỹкерĕннĕ. Туканашри Михаилпа Ксения Кудряевсем кунта асăнмалăх хăю çыхса хăварнă.
Тин кăна çемье çавăрнă мăшăрпа пĕрле çĕнĕ объектсене уçнă çĕре район администрацийĕн ĕçĕсен
управляющийĕ Юрий Ямсков тата ЗАГС пайĕн начальникĕ Ирина Егорова, Кудряевсен туйне килнĕ хăнасем хутшăннă.
Çĕнĕ арт-объектсем вырнаçнă лапам çемье çавăракан мăшăрсемшĕн, район çыннисемпе хăнасемшĕн сăн ỹкерĕнмелли юратнă вырăн пуласса, çулла кунта тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешерессе, туйра савăнакансем тата иртен-çỹрен кунти илемлĕхпе хитрелĕхе упрасса чунтанах шанас килет.
Арт-объект - хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăракан, илемлĕх енчен пахалăхлă искусство объекчĕ. Ăна тĕрлĕ материалтан ăсталаççĕ. Арт-объектсемпе кил-çурта илемлетме е ландшафт дизайнĕнче усă кураççĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |