ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Ен коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Регион операторĕ паллă - каяшсемпе "МВК "Экоцентр" ТЯО ĕçлет. Анчах та халăхăн малтанхи пекех ку енĕпе ыйту нумай-ха. Çавăнпа та паян çỹп-çап пухас тĕлĕшпе тăтăшах паракан ыйтусен хуравĕсемпе паллаштаратпăр.
Иккĕллĕ квитанцисем пирки ыйту чылай - акă çын пĕр адреспа пропискăра тăрать, тепринче пурăнать. Е вăл пурăнмалли икĕ çурт-йĕр хуçи шутланать. Тĕслĕхрен, хулара хваттер тата ялта çурт пур, яла вăл çулла кăна кайса çỹрет.
Хытă каяшсемшĕн тỹлес йĕркене çирĕплетнĕ. Енчен те хваттерте прописка пур-тăк, счет прописка тăрăх килет. Хваттерсĕр пуçне урăх куçман пурлăх пулсан, анчах та унта никам та пропискăра тăмасан, асăннă пурлăхăн пур хуçи тĕлĕшпе те счет тăратаççĕ. Çỹп-çапшăн панă квитанцие гражданин хăй пурăннă вырăнтишĕн тỹлеме тивĕç, унта вĕт-ха унăн кулленхи йăлари çỹп-çап пухăнать. Хваттерте пропискăра тăрать, анчах та унта пурăнмасть-тăк, регион операторĕ патне заявленипе тухса çĕнĕрен шутласа пама ыйтмалла. Прописка тăрăх пурăнманнине вара кашни ултă уйăхрах документсемпе çирĕплетме тивет. Çыннăн икĕ хут тỹлемелле мар.
Çакна валли ял тăрăхĕн администрацийĕнчен е управляющи организацирен çын çав адреспа пурăнни (е пурăнманни) пирки справка илмелле те унпа регион операторĕн "Экоцентр" ТЯО-н офисне çак адреспа çитмелле: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19 çурт, 11 корпус, 2 пỹлĕм, тел.: 59-00-12, 70-92-27, факс 62-33-77. Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон адреспа та ярса пама пулать. Асăннă телефон номерĕсемпе шăнкăравласа тытма йывăр тесе калакансем те пур. Чăн та, хальхи вăхăтра пĕрремĕш квитанци çитнĕ хыççăн шăнкăравлакансем чылай, çавна май операторсен шутне ỹстересшĕн.
Чылай районта, çав шутра пирĕн патра та, регион операторĕн представителĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем райцентрсенче вырнаçнă. Граждансем унта та хăйсене хумхантаракан ыйтупа кайма пултараççĕ. Çывăх вăхăтра регоператорăн сайчĕ çинче (https://mvkecocenter.ru) представительсен адресĕсене тата телефонĕсене вырнаçтарĕç. Регион операторĕн ертỹçисем пенишĕн пăшăрханма кирлĕ марри пирки çирĕплетеççĕ: куçăм тапхăрĕнче - 3 уйăхран пуçласа 6 уйăхчен - пени пулмасть.
"Пирĕн çỹп-çап валли контейнерĕсем те çук, квитанцийĕсене вара çитерсе пачĕç!" - тенине час-часах илтме пулать.
Çỹп-çаппа хытă каяшсене пухмалли контейнер площадкисене йĕркелесси, РФ Правительствин 2018 çулхи августăн 31-мĕшĕнчи 1039 № хушăвĕпе килĕшỹллĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Халĕ, куçăм тапхăрĕнче, контейнер вырнаçтарса ĕлкĕрмен çĕрте ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çỹп-çапа михĕпе пуçтарассине йĕркелеме сĕннĕ.
Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче хальхи вăхăтра хытă каяшсене пухса хумалли вырăна ял тăрăхĕсен администрацийĕпе пĕрле халăх тата пуçтарса каякан организаци пĕрле палăртаççĕ. Вăхăтра турттарса тăрассине йĕркелес тĕллевпе график та çирĕплетĕç. Çапла вара ял çыннисем çỹп-çаппа каяшсене пĕр-пĕр вырăнта пухаççĕ, графикпа килĕшỹллĕн палăртнă вăхăтра машин килет те тиесе каять. Çакна шута илмелле, контейнер çук пулсан михĕсене тултарнă каяшсене тиесе кайса та асăннă пулăшупа тивĕçтерме пулать. Вĕсене тиесе кайнă-тăк ку пулăшупа тивĕçтерни шутланать.
Контейнер площадкисем пирки сăмах пуçарас пулсан ку ыйтăва çитес çул татса паратпăрах. Халĕ пур район та миçе контейнер кирлине, вĕсене ăçта вырнаçтармаллине палăртать. Правительство шайĕнче çак тĕллевпе регион бюджечĕсенчен укçа уйăрас (кунта вырăнти бюджетран та пулăшмалла, урăхла каласан, софинансировани йĕркипе) ый-тăва пăхса тухасшăн.
Тишкернĕ тăрăх, регион операторĕн çỹп-çап турттарма тивĕç организацийĕсен машинисем пур ял тăрăхне те çитменни палăрнă. Ку енĕпе пĕр канашлу кăна иртмен: каяшсене турттаракансен представителĕсемпе пĕрле çапла йышăннă: хытă каяшсене тиесе каяс енĕпе пулăшупа тивĕçтермен пулсан, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кун пирки акт çыраççĕ, ун тăрăх вара çĕнĕлле шутласа парĕç. Енчен те кам та пулин квитанцие тỹлесе ĕлкĕрнĕ пулсан, кулянма кирлĕ мар - вăл тепĕр уйăха куçĕ.
Ялта çỹп-çаппа хытă каяшсем сахалрах: апат-çимĕç юлашкийĕсем выльăх патне е тислĕк купи çине каяççĕ, туратсемпе хут таврашне кăмакара çунтараççĕ. Пластик кăна юлать, вăл вара уйăх хушшинче пĕр михĕ чухлĕ пухăнаять-и вара?
Хытă каяшсем пухăнакан норматива 2017 çулхи ноябрь уйăхĕнче Чăваш Ен Стройминĕ çирĕплетнĕ. Ăна Раççей Стройминĕ çирĕплетнĕ методика сĕнĕвĕсемпе шутланă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Çĕрпỹре тата ку районти Иккĕмĕш Вăрманкас ялĕнчи шутлавсем тăрăх. Кунта çулталăк хушшинче пухăнакан, çав шутра яллă вырăнсенче те, çỹп-çапăн вăтам калăпăшне шута илнĕ. Чăн та, ялта пурăнакансем йăлари хытă каяшсен пайне хăйсемех çунтарса, выльăха парса... пĕтереççĕ. Анчах та регоператор ĕçлекен ял тăрăхĕсенче çỹп-çаппа каяш тĕлĕнмелле хушăннине (темиçе хутчен те) практика кăтартса панă. Чылай ял йĕри-тавра çырмасемпе вăрман хĕррисем çỹп-çап купипе тулнине те асăрханах. Чылай чухне каяшсен пĕр пайне, çав шутра пластике те, экологие пысăк сиен кỹрсе çунтараççĕ. Эппин, ял çыннисем пуçтарса каякансене малашне пухăннă каяшсене ытларах парса ярĕç. Кун пек малалла çунтарма та кирлĕ мар. Вăхăт иртсен çỹп-çаппа каяшсене уйрăмшарăн та пухма тытăнĕç. Регион операторĕн тĕллевĕ _ хытă каяшсене пуçтарас ĕçе пĕтĕм республикипех йĕркелесе ярасси, Чăваш Енри халăх пурăнакан мĕнпур 1740 ялпа хуласенчен, саласенчен каяшсем турттарса тухасси. Палăртмалла, Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Енри норматив чи пĕчĕкки шутланать. Ялсенче тата хуласенче пурăнакансем хушшинче танлăх пултăр тесе пĕрлехи норматив çирĕплетнĕ: çын пуçне çулталăкне 2,02 кубла метр çỹп-çап (тĕрĕсрех, çулталăкне 215 кг, кунсерен 600 грама яхăн). Çапла вара тỹлев пурин валли те пĕр _ çын пуçне 74,44 тенкĕ.
Алина ЯРАБАЕВА, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ:
- Халăхăн çỹп-çаппа йăлари хытă каяшĕсене пухса тиесе тухас ыйтăва татса патăмăр тесе калама иртерех-ха. Хальлĕхе хăш-пĕр çĕрте михĕсене пухнă çỹп-çапа тиесе тухассине йĕркеленĕ. Пур ял тăрăхĕнче те контейнерсене вырнаçтарман-ха, вырăнĕсене палăртнă. Контейнерсем лартса тухас ĕçе 2019 çулта пурнăçласшăн. Ку тĕллевпе инициативлă бюджетпа усă курасшăн. Çавăн пекех ял тăрăхĕсем спонсорла пулăшу тупаймасан, халăхран та кăшт укçа пухма пултарĕç. Ял тăрăхĕсенчи ялсенчен çỹп-çаппа хытă каяшсене турттарса каймалли графикпа райхаçатăн çитес номерĕсенче паллашма май пулĕ.
ЧР Стройминĕн материалĕсем тăрăх Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ.
Ноябрь 2024 |