ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Педагогсене анлă тавракурăмлă пулмасан ĕçлеме çăмăл мар. Ача садĕнче ĕçлекенсен вара уйрăмах тĕрлĕ енлĕ аталанмалла. Вĕсен пĕчĕк ачасене вĕрентмелле-çке. Воспитательсем шăпăрлансене кулленхи пурнăçра кирлĕ чи ансат хăнăхусене вĕрентеççĕ, кун йĕркине пăхăнма хăнăхтарса пыраççĕ, юмах тĕнчипе паллаштараççĕ... Кунсăр пуçне ача садĕнче ĕçлекен педагогăн пултарулăхĕ те иксĕлми пулмалла.
"Хĕвел" ача садĕнче ĕçлекенсен пултарулăхĕ иксĕлми пулнине эпĕ пĕрре мар курса тĕлĕннĕ. Манпа кунта кунсерен хăйĕн тĕпренчĕкне илсе çỹрекен ытти ашшĕ-амăшĕ те килĕшетех тесе шутлатăп. Мĕнле кăна капăрлатмаççĕ пулĕ ача сачĕн ĕçченĕсем пỹлĕмсене! Ушкăнсен пỹлĕмĕсенче кăна мар, коридорта та, иккĕмĕш хута хăпарнă çĕрте те тĕрлĕ юмахри сăнарсене, ятарлă тематикăпа хатĕрленĕ кĕтессене курма пулать. Çутçанталăкăн хăш вăхăчĕ пулнине кура та вĕсем чỹречесене капăрлатсах тăраççĕ. Акă тин кăна кĕркуннене сăнарлакан сарă-хĕрлĕ çулçăсем кантăка илем кỹретчĕç. Халĕ вара ача сачĕ хĕллехи тумтир тăхăннă тейĕн. Чỹречесем çинче шап-шур эрешсем чылай: хутран касса илемлетнĕ юр пĕрчисем, Çĕнĕ çул çывхарнине систерсе чăрăшсем тата ытти тĕрлĕ эреш...
"Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакансем хăйсен пултарулăхĕпе ашшĕ-амăшне кăна савăнтарнипе çырлахмаççĕ, районта иртекен тĕрлĕ куравсене те тăтăшах хутшăнаççĕ. Акă октябрь уйăхĕн вĕçĕнче ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа йĕркеленĕ куравра та вĕсене курма пулчĕ. Вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче вĕсем кăçал та пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Кунта вара воспитательсемсĕр пуçне ашшĕ-амăшĕсен тỹпи те пысăк. Курава хутшăнма тивĕçнĕ ĕçсен авторĕсене асăнса хăварас килет. Вĕсем: пĕчĕккисен иккĕмĕш ушкăнĕнчи Никита Медведевăн, вăтам ушкăнри Лера Алексееван, аслă ушкăнри Катя Солдаткинан тата Лиза Эзенкинан, çавăн пекех шкула хатĕрленекен ушкăнри Аня Кузнецовапа Семен Михайловăн ашшĕ-амăшĕсем. Çакă воспитательсем ашшĕ-амăшĕпе ĕçлессине аван йĕркеленине те палăртать.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |