Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чи пултаруллă хунямапа кинĕ

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2018, 09:07 Просмотров: 375

IMG 5114Кăçал республикăра иртекен Иван Яковлев çулталăкне халалласа тата çемье тĕрекне вăйлатас, чăвашлăх туйăмне çитĕнекен ăрура аталантарас тĕллевпе декабрĕн 6-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче «Чи пултаруллă хунямапа кинĕ» конкурс иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Ма-реева тата Лариса Краснова юрăç ертсе пычĕç.

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркелесе ирттернĕ конкурса пирĕн районти Пантьăк тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенчи, кỹршĕ Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенчи тăватă хунямапа кинĕсем хутшăнчĕç. Культура çуртне халăх йышлă пухăнчĕ, вĕсем хунямасемпе кинĕсен ăсталăхне, вăр-варлăхне, пултарулăхне тата пĕр-пĕрин хушшинчи ăшă хутшăнусене курса савăнчĕç. Хунямасемпе кинĕсем ташлама-юрлама, тутлă апат пĕçерме пĕлнине те кăтартса пачĕç.

Конкурса хутшăнакансене Раиса Сарпи ертсе пыракан сумлă жюри хакларĕ. Жюри йышăнăвĕпе "Чи пултаруллă хунямапа кинĕ-2018" ята Муркаш районĕнчи Раиса Павловнăпа Лариса Александровна Аскендаровсем тивĕçрĕç.

Питĕркасси ял тăрăхĕнчи Зоя Андреевнăпа Лариса Валериевна Сядайкинсем "Вице-хунямапа кинĕ" номинацире палăрчĕç.

Пантьăк ял тăрăхĕнчи Анна Леонидовнăпа Ирина Владимировна Артюшкинсем "Çемье ăшшине упракан хунямапа кинĕ" номинацие тивĕçрĕç, Çĕмĕрле районĕнчи Римма Ивановнăпа Надежда Владимировна Толстовсем - "Çемье йăли-йĕркине тытса пыракансем" номинацие.

Конкурса районти "Пилеш" ача садне çỹрекенсем, Тралькасси ял тăрăхĕнчи Зинаида Чернова, Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенчи фольклор ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррисемпе илем кỹчĕç.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31