ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ирĕкре çỹрекен йытăсем, вĕсен хуçисем пурри никамшăн та вăрттăнлăх мар, пĕрле пухăн-са иртен-çỹрене шиклентерни пурне те калаçтарать. Çу кунĕсенче вĕсем аплах курăнмаççĕ. Хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта вĕсене кашни урамрах курма пулать. Йĕркинпех хăратаççĕ вара вĕсем, ватти-вĕттине те тиркемеççĕ. Сахал пулнă-им районтах йытăсем çынсене хăратнă, тапăннă тĕслĕхсем?
Çав йытă хуçисем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Хăйсем усракан чĕрчунсемшĕн яваплă пулнине пач та ăнланмаççĕ-ши? "Пирĕн йытă усал мар, çынна та тĕкĕнмест, сасси те çук, вĕрме те пĕлмест", - тет чылайăшĕ. Анчах та йыттăн хỹри кукăр тесе ахальтен каламан. Çынна çыртсан-тусан тин мĕн тăвăн?
Йытă усракансен, чăнах та, яваплăрах пулмалла, тăватă ураллă тусĕсене ирĕке кăлар-са ямалла мар. Ача сачĕсем, шкулсем çывăхĕнче те йытăсем пухăннине час-часах курма пу-лать. Халăх йышлă çỹрекен вы-рăнта та хăйсене хуçа пек туяççĕ вĕсем.
Саккунпа килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çынсене хăтлăх туса памалла. Ял урамĕсем тăрăх пĕр шиксĕр çỹресси хăтлăх шутланмасть-и? Ирĕкре çỹрекен йыттăн хуçине тупма йывăр мар. Йытă хуçисене асăрхаттарсах тăмалла, вĕсемпе ăнлантару ĕçне ирттермелле. Ирĕке кăларса яракансене штраф парсан та лайăх пулĕччĕ. Пирĕн пурнăçра чылай япала пирĕнтен хамăртан килет. Çакна тĕпе хурсан тин пурне те пурăнма хăтлăрах, меллĕрех пулать.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Ноябрь 2024 |