Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ял çынни ĕçпе мухтавлă

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2018, 09:12 Просмотров: 382

trikovski-1

Хресчен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Вĕсем апат-çимĕç тирпейлеççĕ-и, уй-хирте е фермăра ĕçлеççĕ-и - хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлаççĕ. Çавăнпа та ял ĕçченĕн кунĕнче вĕсем ырă сăмаха кăна тивĕçрĕç.

Кăçал ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем хушшинче палăрнă комбайнерсемпе трактористсем те сахал мар пулчĕç. Вĕсен йышĕнче - "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Вячеслав Иванович Триковский. 2007 çултанпа ĕçлет вăл асăннă хуçалăхра. Тăрăшулăхне пула кăçал Т-150 тракторпа 2026 условнăй эталон гектар ĕç тунă, урапаллă тата гусеницăллă тракторсен тракторист-машинисчĕсем хушшинче ĕç ăмăртăвĕнче мала тухма пултарнă.

Пултаруллă та ĕçчен тракторист çемйипе Енкĕлт ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕ, Светлана Андреевна, районти "Хĕвел" ача садĕнче вăй хурать. Триковскисен хĕрĕ Елена çемьеллĕ ĕнтĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ, ашшĕпе амăшне вăл виçĕ мăнук парнеленĕ. Ывăлĕ Денис Саратоври юридици академийĕнче (прокуратура институтĕнче) 4-мĕш курсра вĕренет.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31