ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарнă май, Раççей МЧС-ĕн хушăвне пурнăçласа, республикипех "Çĕнĕ çул" профилактика операцийĕ иртет.
Çĕнĕ çула халалланă уявсене халăх йышлă пухăнать. Уяв мероприятийĕсене хатĕрлесе ирттернĕ чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла, кун пек чухне кăна уяв савăнăçлă та хăрушсăр пулĕ.
Хальхи вăхăтра уяв мероприятийĕсем ăçта иртесси паллă. Çавăнпа та эпир, асăрхав ĕç-хĕлĕн инспекторĕсем, вĕсенче профилактика ĕçне йĕркелетпĕр, унти пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тата массăллă мероприятие йĕркелессишĕн яваплă çынсемпе инструктаж ирттеретпĕр. Тĕрлĕ заведенисенче ĕçлекенсен пушар тухас пулсан хăйсене тĕрĕс тытма, кирлĕ çĕре шăнкăравлама тата эвакуаци йĕркелеме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ачасемпе ирттерекен уяв мероприятийĕсене уйрăм тимлĕх уйăрма тивет. Ачасене вут-çулăм инкекĕ сиксе тухас пулсан аслисене тимлĕ итлемеллине, вĕсем хушнине пурнăçламаллине, шкапсемпе вырăн айне пытанма юраманнине аса илтерсех тăмалла.
Çĕнĕ çулпа Сурхури уявĕсене массăллă ирттерекен организацисен ертỹçисене пĕлме: . уяв иртекен пỹлĕмĕн сахалтан та эвакуаци вăхăтĕнче тухмалли икĕ алăк тата решеткесĕр чỹречесем пулмалла, иккĕмĕш хутран çỹллĕ вырнаçмалла мар;
. уяв чăрăшне çирĕп лартмалла, унăн тураттисем стенасемпе маччана ан перĕнччĕр;
. пỹлĕмре электричество çук-тăк мероприятие çутă вăхăтра ирттермелле;
. гирляндăсен лампочкисен хăвачĕ 25 Вт-ран иртмелле мар; гирлянда пралукĕсем хĕрнине асăрхасан, лампочкисем выляса çунма тытăнсан, хăвăртрах сỹнтермелле;
. çуртасем çутма, фейерверк тума тата пушар кăларма пултаракан ытти хитрелĕхсемпе усă курма, çавăн пекех ачасене хăвăрт çунма тытăнакан материалсенчен хатĕрленĕ костюм тăхăнма чармалла;
. иртсе çỹремелли вырăнсемпе ретсене хушма пукан лартса тултарса чăрмав кỹме кирлĕ мар;
. пỹлĕме халăхпа ытлашши тултарма, мероприяти вăхăтĕнче çутта вуçех сỹнтерме юрамасть;
. мероприяти вăхăтĕнче сцена çинче е залта дежурнăй пулмалла;
. эвакуаци вăхăтĕнче пỹлĕмрен тухас пулсан шал енчен алăксен çăмăллăн уçăлмалла.
Çак ансат правилăсене пăхăнсан уяв мероприятийĕсем савăнăçлă иртĕç.
Районта пурăнакансен килте те уявсем вăхăтĕнче асăрханулăха çухатмалла мар, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен вăрăм канмалли кунсенче çулсерен тенĕ пек уйрăм хушма хуçалăхсенче вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем пулаççĕ.
А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.
Ноябрь 2024 |