Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Фейерверк савăнăç кăна кỹтĕр

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2018, 09:19 Просмотров: 364

Чи кĕтнĕ те юратнă уяв - Çĕнĕ çул - çывхарать. Чылайăшĕ уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ фейерверк ярать, петардăсем е ытти пиротехника чĕртет. Савăнăçлă кăмăл-туйăм парнеленисĕр пуçне вĕсем сывлăха сиен кỹме пултарни пирки те манмалла мар. Паян шăпах тĕрлĕ пиротехника мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарни пирки чарăнса тăрăпăр.

Пиротехникăпа усă курнă чухне пулакан инкексен тĕп сăлтавĕсем çаксем:

. суту-илỹ вырăнĕсенче пахалăхсăр продукци чылаййи, çавăнпа та пиротехникăна сертификатлă тата шанчăклă лавккасенче кăна туянмалла;

. салюта янă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни;

. ачасем аслисемсĕрех пиротехникăпа усă курни;

. фейерверксене ỹсĕрле чĕртни.

Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни вара сывлăха тĕрлĕ сиен кỹме пултарать: чылайăшĕ куçĕсене амантать, аллисене пĕçертсе ярать (çăмăлттайлăха пула хăшĕ-пĕри пỹрнисĕр те юлать). Ытларах чухне 10-14 çулхи ачасем аманаççĕ, вĕсем хăрушсăрлăх пирки шухăшласах та каймаççĕ.

Салют янă чухне вара çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

. пиротехника (пысăк салют-тăк) чĕртме хатĕрленĕ вырăн пушă территорире 100 метр радиусра пулмалла;

. çỹлелле сирпĕнсе хăпаракан пиротехникăна хĕсĕк урамсенче тата çуртсем çывăхĕнче яма юрамасть;

. куракансене 35-50 метра, хăрушсăр вырăна, чакма ыйтмалла;

. уяв кунĕнче хытă çил пулсан фейерверк яма тăхтамалла;

. хăвăр тĕллĕн тунă салютсемпе, петардăсемпе е ун евĕр пиротехникăпа усă курмалла мар;

. çывăхра пирус туртма юрамасть.

Пиротехникăпа усă куриччен унăн инструкцине тĕплĕ вуламалла. Тепĕр чухне тĕрлĕ лару-тăру та сиксе тухма пултарать. Тĕслĕхрен, пиротехникăна чĕртсен вăл тỹрех илсе каймасть, е сỹне-сỹне ларать. Куракансем çакăн сăлтавне пĕлме чĕртекен патне пыраççĕ, çав хушăра вăл сирпĕнме те пултарать. Кун пек чухне чылай çын суранланаять. Е ăна ытларах тытса тăрсан, вăл çын аллинчех сирпĕнет. Нумайăшĕ нỹрĕклĕ фейерверксене ăшă пăрăхĕсем çинче типĕтме хăтланать, кун пек пач та тума юрамасть.

Çĕнĕ çулхи фейерверк савăнăç кăна кỹтĕр тесен шанчăксăр пахалăхлă продукцие пасарсенче, алăран ан туянăр, сертификат ыйтма ан именĕр, инструкцие тимлĕ вулăр.

А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31