Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çĕн Атикасси шкулĕ - 100 çулта

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2018, 09:20 Просмотров: 368

Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн районти 32 ялта вăтам тата пуçламăш шкулсем ĕçленĕ. ХХ ĕмĕр вĕçнелле вĕсенчен чылайăшне пĕрлештернĕ е пачах хупнă. Хальхи вăхăтра районта 9 шкул ĕçлет, вĕсенчен 5-че вăтам пĕлỹ параççĕ.

Архивсенчи документсем çирĕплетнĕ тăрăх, районти чылай шкул çĕр çул урлă каçнă ĕнтĕ. Декабрĕн 15-мĕшĕнче вара Çĕн Атикасси шкулĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Çĕн Атикассинчи пуçламăш шкул 1918 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Унăн малтанхи заведующийĕ Иван Васильевич Афанасьев пулнă. Çулталăкран ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ.

Малтанах ачасене йывăç пĕренесенчен тунă çуртсенче вĕрентнĕ пулсан, 1988-1990 çулсенче кунта кирпĕчрен икĕ хутлă çĕнĕ вĕренỹ корпусне туса хута янă. Вăл вăхăтра шкул директорĕнче Андрей Михайлович Дерстуганов тимленĕ.

Хальхи вăхăтра Çĕн Атикасси шкулне таврари 21 ялтан ачасене автобуспа турттараççĕ. Шкулта 21 педагог ĕçлет, вĕсем 135 вĕренекене тарăн пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ. Директор ĕçĕсене Галина Валериевна Алексеева пурнăçласа пырать.

Шкулăн 100 çулхи юбилейне уявланă çĕре халăх йышлă пухăнчĕ - кунта пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тухнисем чылаййăн, вĕсенчен нумайăшне районта кăна мар, республикăра та пĕлеççĕ. Çĕн Атикасси шкулĕн малашлăхĕ çутă пуласса, кунта ача-пăча сасси нихăçан та татăлмасса шанас килет.

Геннадий САВЕЛЬЕВ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5