Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пенси ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç

Категория: Общество Опубликовано: 21.12.2018, 11:08 Просмотров: 345

Декабрĕн 19-мĕшĕнче районта пĕтĕм республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне ирт терме района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз ертỹçи Валерий Павлов, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Елена Чернова килсе çитрĕç. Вĕсем ял тăрăхĕсене çитсе, вырăнти халăхпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Район пуçлăхĕн Александр Степановăн ушкăнĕ Питĕркасси ял тăрăхĕнче, райадминистраци пуçлăхĕн Александр Башкировăн ушкăнĕ Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пулчĕç, ял тăрăхĕсен активĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Информаци кунĕнче 2019 çулта ялти пенсионерсен пенсийĕсене ỹстересси çинчен, федерацин субъекчĕсене территорисенчи экономика потенциалĕн ỹсĕмĕн пысăк хăвăртлăхне тивĕçнĕшĕн хавхалантарни, декабрĕн 8-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ "Единая Россия" партин вунсаккăрмĕш съездĕнче палăртнă задачăсем пирки тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Ỹсĕм ялхуçалăхĕнче 30 çул ĕçленисене тивĕçет

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ялта пурăнакан пенсионерсен страхлав пенсийĕ ỹсет.

Асăннă ỹсĕме тивĕçмелли условисем çакăн пек:

- ялхуçалăхĕнче (ỹсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетнĕ çĕрте) 30 çултан кая мар ĕçлени кирлĕ;

- ялта пурăнмалла;

- ватлăхпа е инвалидлăх пуррипе тивĕçлĕ канăва тухнă, ниçта та ĕçлемен пенсионер пулмалла.

Ялхуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕшĕн страхлав пенсийĕн фиксированнăй тỹлевĕ çумне 25 процент хушса тỹлĕç.

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсийĕн фиксированнăй тỹлевĕ 5 пин те 334 тенкĕ те 19 пус пулать. Апла-тăк, ялта пурăнакан пенсионерсен пенсийĕ 1 пин те 333 тенкĕ те 55 пус ỹсет.

Çак хушма тỹлеве ялта пурăнакан, ялхуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, ятарлă списокра палăртнă профессире е ĕçре тимленĕ пенсионерсем тивĕçĕç. Профессисен списокĕнче агроном, уй-хир бригадирĕ, ялхуçалăх машинисене юсакан слесарь, тракторист тата ыттисем пур. Енчен те пенсионер 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен колхозра, машинăпа трактор станцийĕнче, колхозсем хушшинчи предприятире, хресчен хуçалăхĕнче, ялхуçалăх артелĕнче ĕçленĕ пулсан, вăл мĕнле профессипе тимленине пăхмасăрах ялхуçалăх стажне кĕртеççĕ.

Республикăра хушма тỹлеве ялта пурăнакан 25000 пенсионер тивĕçĕ, районта - 1200 яхăн. Вĕсен пенси уйрăмне нимĕнле документ та тăратмалла мар.

Ялта пурăнакансен, ялхуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленисен пенсийĕ ỹсесси пирки халăх хушшинче тĕрлĕрен сас-хура çỹренĕрен çакна каласа хăварасшăн: асăннă тỹлев çине пенсионер ĕç ветеранĕ пулнипе пулманни те, вăл миçе çулта пулни те витĕм кỹмест.

Районти пенси уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пенсионер ялта пурăннине унăн пропискине, регистраци пуррине кура çирĕплетеççĕ. Енчен те пенсионерăн прописки хулара-тăк, унăн хăй чăнласа ялта пурăннине çирĕплетсе пенси уйрăмне заявлени çырмалла. Кун пек чух асăннă заявление кашни çулах çырма тивет.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5