Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Уяв инкеке ан çаврăнтăр

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2018, 08:31 Просмотров: 396

Çĕнĕ çул уявĕ тата хĕллехи каникул пуçланнă май ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмаллине аса илтерес килет.

Юлашки эрнесенче урамсенче тĕрлĕ пиротехника-петарда сирпĕннине асăрханă пулĕ. Ăна шкул ачисем кăна мар, аслă çулсене çитнисем те шартлаттараççĕ. Вĕсен те ачалăха тавăрас килет-ши? Япаларан çаклансан, вăхăт иртсен сирпĕнсен çав пĕчĕк петардах иртен-каякана, ăна чĕртекене суккăр е пỹрнесĕр хăварма пултарать-çке. Кун пек тĕслĕхсем республикăра çулсеренех тĕл пулаççĕ. Инструкцие пăхăнмасан ĕмĕрлĕхех инвалид юлма пулать.

Хальхи вăхăтра тата ачасене валли тĕрлĕ ярăнмалли хатĕрсем кăларсах тăраççĕ - ватрушки, ледянка... Вĕсемпе ярăннă чух та тимлĕ пулмалла. Аслисен ачисене пăхсах тăмалла. Çырмаран ярăнса аннă чух ăнсăртран пысăк çул çине тухсан машин айне пулма та хăвăрт. Çавăнпа та вĕсемпе ярăнмалли ятарлă вырăн пулмалла, ун çывăхĕнче шыв-шур та, транспорт çỹрекен çул та пулмалла мар. Урăхла каласан, хăвăр пĕлнĕ, тĕрĕсленĕ хăрушсăр вырăнта савăнмалла. Акă нумаях пулмасть Чутайри шкул çывăхĕнче конькипе ярăнмалли площадка ĕçлеме пуçларĕ. Унта та ачасем хаваспах çỹреççĕ. Коньки тĕпĕ çивĕч пулнине асра тытмалла, ачасене çакăн пирки асăрхаттарсах тăмалла.

Вăрăм канмалли кунсенче эрех-сăрапа асăрхануллă пулмалли пирки аса илтересшĕн. Хăвăр сывлăха сиен ан кỹрĕр. Çавăн пекек пĕчĕк ачаллă ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ пăхма сĕнесшĕн. Аслисен тимсĕрлĕхне пула кăкăр ачи пурнăçран уйрăлни те пулман мар-çке районта.

Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварасшăн. Кăмăла хуçакан самантсем ан пулччăр, пурин те çывхарса килекен уявсем савăнăçлă иртчĕр.

Район больницин администрацийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1