ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паян Раççей Федерацийĕн пур регионĕнче те "Хăвăн парăмсем пирки пĕл" информаци акцийĕ иртет.
Çак кун граждансене валли мобильлĕ консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Унта кашниех парăм пуррипе çукки пирки сведени илме, "Ĕç тăвакан производствăсен кăтартăвĕсен банкĕ" ("Банк данных исполнительных производств") онлайн-сервиспа ĕçлеме вĕренме пултарать. Çавăн пекех суд приставĕсем граждансене "Ĕç тăвакан производство енĕн харпăр хăй пỹлĕмĕ" ("Личный кабинет стороны исполнительного производства") сервиспа паллаштараççĕ. Асăннă сервис тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерет.
Парăмсене электронлă программăпа техника хатĕрĕсемпе усă курса татма пулать - пластик карттăсемпе терминалсем урлă. Вĕсем суд приставĕсен районсенчи пайĕсенче пур. Терминалсем çак карттăсене йышăнаççĕ: VISA, MasterCard, МИР. Çавăн пекех дебет тата кредит карттисемпе ĕçлеççĕ. Енчен те граждансен пластик карттăсем пулмасан парăмсене кирек мĕнле банкра та е почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тỹлесе татма пулать. Унччен управленин сайтĕнче "Ĕç тăвакан производствăсен кăтартăвĕсен банкĕ" интернет-сервисра квитанци пичетлес пулать. Унсăр пуçне парăмсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă тỹлесе татма пулать.
Суд приставĕсем парăмсене вăхăтра ирĕклĕ йĕркепе тỹлесе татма сĕнеççĕ. Паянхи кун парăм татмалли процедурăна ансатлатнă: пурин валли те Раççейĕн Суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн официаллă сайтĕнче "Ĕç тăвакан производствăсен кăтартăвĕсен банкĕ" сервис ĕçлет. Унта ятпа хушамата палăртсан парăм çинчен информаци илме пулать. Сервис организацин парăм пурри пирки те сведени парать.
Э.ОРИНОВ, районти суд приставĕсен пайĕн суд приставĕ - ĕçе пурнăçлаканĕ.
Ноябрь 2024 |