Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чи лайăх культура çурчĕпе ĕçченĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 28.12.2018, 10:01 Просмотров: 409

Чăваш Республикин Культура министерстви ял тăрăхĕсенче вырнаçнă муниципаллă культура учрежденийĕсем тата унта ĕçлекенсем хушшинче кăçал ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса республикăри 45 культура учрежденийĕ тата 43 культура ĕçченĕ хутшăннă.

Палăртма кăмăллă, конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Питĕркассинчи Культура çурчĕ (культура çурчĕн заведующийĕ Г.И.Ярлов) "Ялти чи лайăх Культура çурчĕ" номинацире çĕнтерỹçĕсен шутне кĕме пултарнă.

Георгий Иванович Ярлов пĕлтернĕ тăрăх, Питĕркасси клубĕнче кăçал чылай мероприяти ирттернĕ, унпа пĕрлех районти тата республикăри чылай культура мероприятийĕсене хутшăнса мала тухнă. Заведующи тăрăшнипех Культура çуртĕнче кăçал çемçе креслăсем лартнă, урамра беседка тунă, ун тавра çатан карта тытнă. Пĕр сăмахпа каласан, халăха Культура çуртне килсе çỹреме хăтлă пултăр тесе илем кỹнĕ.

"Районти Культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" хăйтытăмлă учрежденин районти Культура çурчĕн хормейстерĕ Василий Ефимович Романов палăрнă.

"Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ" номинацие Питĕркасси библиотекин тĕп библиотекарĕ Оксана Николаевна Мидушкина тивĕçнĕ.

Палăртмалла, районти культура объекчĕсене юсаса çĕнетессипе ĕçсем малашне те пурнăçланĕç. 2019 çулта "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче 7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. 2020 çулта районти Культура çуртне юсама 2 миллион тенкĕ, Штанашри Культура çурчĕ валли 2,5 миллион тенкĕ уйăрĕç.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5