Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Алла кĕнеке сахал тытатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 11.01.2019, 09:34 Просмотров: 505

"Çĕнĕ телефон туянтăм. Унпа мĕнле ĕçлемеллине тавçăриччен пиллĕкри хĕрĕм ăнкарса та илчĕ. Интернета тухса выляма çеç мар, ăна телефон çине куçарма та ĕлкĕрнĕ эпĕ апат пĕçернĕ хушăра. Ку енĕпе ытла та тавçăруллă-çке паянхи ачасем", - нумаях пулмасть пĕлтерчĕ пĕлĕшĕм.

Пĕр енчен, çакă лайăх паллах. Ачасем пирĕнтен тавçăруллăрах пулни мĕнрен япăх? Çав вăхăтрах шăпах паянхи çĕнĕ технологисем иртĕхтереççĕ те. Нумайăшне вĕчĕрхентерекен ыйтусенчен пĕрне кăна аса илер: хăшĕ-пĕри ачине çуралнă-çуралман сотовăй телефонĕпе, планшетпа, компьютерпа çывăхлатать - ан макăртăр, ан чăрмантартăр кăна шăпăрлан. Халап-юмах вуланинчен, пĕрле вылянинчен çăмăлрах-çке ку мел. Паллах, çыхăну хатĕрĕ çывăх тус пулса тăрать. Кăсăклă-çке вăл: вăйă та выляттарать, мультфильм та кăтартать... Унран куççульсĕр уйрăлма та çук кайран. Тепĕр чухне тутлă çимĕçрен те ытларах илĕртет вăл. Общество транспортĕнче, больницăра, урамра... Алăра телефон тытакан ача сахал-им паян?

Паллах, ырă витĕмĕ те пур - мĕнле кăна информаци çук унта! Истори, географи, çутçанталăк, литература - хуть те мĕн пирки шĕкĕлче те шĕкĕлче. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне вара интернет пирки ĕмĕтленмен те, библиотекăран тухма та пĕлмен. Хăшĕ-пĕр-не çитместчĕ те кĕнеке. Халĕ интернета пула килте ларсах таçта та çитсе курма, темĕн те пĕлме пулать. Анчах та юлашки çулсенче алла кĕнеке сахалрах тытни пăшăрхантарать. Ачасем кăна мар, аслисем те çавах. Сирĕн хушăрта, вулаканăмăрсем, алла илемлĕ литература кĕ-некине юлашки хут хăçан тытнине астăвакан пур тесе шанас килет. Халĕ ялти библиотекăсене çỹрекенсем те сахал вĕт. Ачасем вара аслисене пăхса вĕренеççĕ. Вĕсем ырă тĕслĕх кăтартсан кĕнеке-журнал вулакан хушăнатех.

Районти тĕп библиотекăн методисчĕ Ольга Михатайкина пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр районти библиотекăсене 18 çул тултарман ачасем кĕнекепе туслашма 42 пин хут пынă, 2017 çулта 41,5 пин ытла пулнă.

Хуть те мĕнле медалĕн те икĕ ен, теççĕ: лайăххи те, япăххи те. Интернет та çаплах. Усалли те нумай унта. Сенкер экранпа виртуаллă уçлăха путнă ачасем преступлени çулĕ çине тăни, инкеке лекни сахал-им халĕ? Шăпăрлансем çакна уйăрма пĕлмеççĕ вĕт. Кунта тем тесен те аслисен тимлĕхĕ кирлĕ. Пирĕн, аслисен, вăхăта ытларах ачасемпе ирттермелле, выляма, юмах вуласа пама вăхăт тупмалла, вĕсен воспитанине интернета шанмалла мар.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1