Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Района тăватă çĕнĕ автомобиль килнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.01.2019, 09:37 Просмотров: 469

Чăваш Республикинче васкавлă медицина пулăшăвĕн автопаркне çĕнетсех тăраççĕ. 2018 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри васкавлă пулăшăвăн сакăр подстанцине 70 çĕнĕ автомобиль уççисене панă. Васкавлă пулăшупа тивĕçтерекен çĕнĕ автомобильсене хальхи йышши медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă.

Палăртмалла, 70 автомашинăран тăваттăшĕ районти васкавлă пулăшу уйрăмне тивĕçнĕ. "Соболь" маркăллă автомобильсемпе кашнинпе икшер водитель ĕçлет. Сăмах май, хальхи вăхăтра пирĕн районти васкавлă пулăшу уйрăмĕ Çĕмĕрле хулинчи подстанцие пăхăнса тăрать.

Районта пурăнакансене çакна аса илтересшĕн: васкавлă пулăшу чĕнес тесен сотовăй телефонпа 103 номерпе шăнкăравламалла, стационарлă телефонпа - 03 номерпе. Республикăра пур хулапа районăн васкавлă пулăшу службисене пĕрлештернĕрен сирĕн шăнкăрав Шупашкар хулине каять, унтан вара районти васкавлă пулăшу уйрăмне пĕлтереççĕ. Нормăпа килĕшỹллĕн, медицина ĕçченĕсен вырăна шăнкăрав пулнă хыççăн 20 минут хушшинче çитмелле.

Чылайăшĕ асăрханă пулĕ, районти васкавлă пулăшу уйрăмне урамран кĕмелли алăк çине сотовăй телефон номерне (8 917 672 46 19) çырса хунă. Ку - район больницин чирлисене йышăнакан пỹлĕм ("приемный покой") номерĕ. Енчен те эсир чирлĕ çынна больницăна хăвăрах илсе çитертĕр пулсан, сирĕн ăна шăпах çак пỹлĕме илсе кĕртмелле е асăннă номерпе шăнкăравламалла.

 А.ТИМОФЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2