Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Редактор сăмахĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.01.2019, 09:41 Просмотров: 343

Ырă кун пултăр, хаклă вулаканăм! Акă ĕнтĕ санпа 2018 çула та пурăнса ирттертĕмĕр. Иртнĕ çул темĕн те пулчĕ, çапах та ыррине те, япăххине те пĕрлех пайларăмăр, çĕнĕ çула та пĕрлех кĕтĕмĕр. Тавах сана пирĕнпе çыхăну татманшăн, "Пирĕн пурнăçпа" пĕрлех юлнăшăн. Малашне те пĕрлех пуласчĕ. Умра чылай улшăну пулĕ, вĕсемсĕр пуçне тата нумай ĕç те тивĕçлĕ шайра пурнăçлама тивĕ. Санăн алăри хаçат редакцийĕн коллективĕн пĕлтермелли те чылай.

Паянхи кăларăмра вара çакна пĕлтересшĕн:

район хаçачĕ малашне эрнекунсерен тухса тăрĕ (ăнланма: эрнере пĕрре).

Вырсарникун, январĕн 13-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра Раççей пичечĕн кунĕ пулать. Çак ятпа сана та, хаклă вулаканăм, саламлатăп. Пичет кунĕ - пирĕн тата сирĕн уяв. Малалла та пĕрле утма çирĕп сывлăх, такăр çул, телей, ăнăçу сунатăп.

Кам та пулин район хаçатне 2019 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнма маннă пулсан _ ан пăшăрханăр! Редакцинчен илсе тăмашкăн пĕрре те кая юлман. Паянах çырăнăр та январь уйăхĕнчен пуçласа пур номере те илсе вулама пултаратăр. Почта уйрăмĕсенчен вара февраль уйăхĕнчен илсе тăмашкăн çырăнма пулать.

Хаçат туянас тетĕр-и? Ăна район центрĕнчи "Универмагра", Мăн Этменти Ельмовсен, Серенкассинчи Канцеляровсен лавккисенче туянма пулать. Çак лавккасенчен аякра мар пурăнакансем редакци урлă çырăнса унтан илсе тăма та пултараççĕ.

Çавăн пекех редакцине килмесĕрех пĕлтерỹсемшĕн, саламсемшĕн интернет урлă банк карттисемпе тỹлеме пулать. Тĕплĕнрех 2-11-67, 8 905 341 06 62 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа ыйтса е электронлă адреспа - Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. - çырса пĕлме пултаратăр.

Кашни вулакана, районти кашни почтальона, редакцине килекен кашни çырăвăн авторне çĕре çити пуç тайса тав тăватăп! Пурте пĕрле пулар! Йышпа эпир вăйлă!

Сире хисеплесе - тĕп редактор Алина ОРИНОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2