ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çемье хаклăхне мала хуракан, ачисемпе мăнукĕсемшĕн тăрăшакан мăшăрсене курсан чун савăнать. Кил-тĕрĕшри пур ĕçе те пĕрле канашласа тунине, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Кун пек мăшăрсем пирĕн хушăра пурри, чăн та, ырă туйăм парнелет, çутă малашлăха шанма хистет. Паян вара манăн шăпах туслă пурăнакан Федотовсен çемйипе паллаштарас килет.
Светлана Павловнăпа Николай Филиппович Федотовсем Атнарта тĕпленнĕ. Ку ял тăрăхĕнче пурăнакансем хушшинче вĕсене пĕлмен çын çук та пулĕ. Вĕсен тăванĕсем те, юлташĕсем те чылай.
Çемье пуçĕ, Николай Филиппович, Туканаш ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Шкул пĕтерсен ДОСААФ урлă шофера вĕреннĕ. Ун хыççăн вырăнти колхозра ĕçлеме пуçланă. Николай Филиппович 1973-1975 çулсенче салтак тивĕçне пурнăçланă. Пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпех Николай Федотов Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Çав хушăрах вăл колхозра комплекслă бригадăра вăй хунă. Туканаш ялĕнче сысна фермин тата 8-мĕш бригадăн уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе пынă. Вăл вăхăтра колхоз председателĕнче А.П.Самылкин тăрăшнă.
Светлана Павловна вара Атнар ялĕнче 1955 çулта кун çути курнă. Сакăр çулта шкула кайнăскер ăна 1973 çулта ăнăçлă вĕçленĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Светланăн амăшĕ вырăнне пĕр çул хушши дояркăра тимлеме тивнĕ. 1974 çулта вара вăл Улатăрти ялхуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Икĕ çултан хĕр специальность пуррине çирĕплетекен документа алла илнĕ. Çав çулхи август уйăхĕнче Светлана Павловна "Коминтерн" колхозра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен бухгалтерта вăй хума тытăннă.
Федотовсем 1977 çулта пĕр çемьене чăмăртаннă, 1978 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче тăвансене тулли кĕрекене пухса туй тунă. Чи малтанах вĕсем Туканашра пурăннă. Аслă ывăлĕ Сергей та вĕсен çав çулхи кĕркунне кунтах çуралнă. 1980 çулта çемьере йыш татах хушăннă, иккĕмĕш ывăлĕ Саша çут тĕнчене килнĕ. Шел те, унăн ĕмĕрĕ пит кĕске пулнă. Ултă уйăхри пепке сасартăк вилнĕ. Тухтăрсем ăна çиçĕм хăвăртлăхĕпе менингит çапса хуçнине пĕлтернĕ. 1982 çулхи март уйăхĕнче вара ывăлĕ Вова кун çути курнă. Пĕр хушă Атнарти хваттерте пурăннă хыççăн 1986 çулта Федотовсем çурт туянса Атнара пурăнма куçнă. 1986 çулхи март уйăхĕнче Ольга хĕрĕн çепĕç сасси янăрама тытăннă.
Светлана Павловнăпа Николай Филиппович ачисене вĕрентсе çĕршыва юрăхлă çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Чăн та, пур ачи те пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ, ура çинче çирĕп тăраççĕ. Акă Сергей ывăлĕ Шупашкарти çыхăну техникумне ăнăçлă вĕçленĕ. Вова чи малтанах 1994 çулта Етĕрнери гимназие 6-мĕш класа вĕренме кĕнĕ, ăна вĕçлесен икĕ аслă пĕлỹ те илнĕ. Оля вара коопераци институ- тĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Халĕ пурте çемйисемпе Сургутра ĕçлесе пурăнаççĕ, кашниех ашшĕ-амăшне икшер мăнук парнеленĕ.
Шăпах ачисене харăс вĕрентмелли çăмăлах мар вăхăтра шăпа Николай Филипповича 1997 çулта Сургут хулине илсе çитернĕ. Светлана Павловна вара 2000 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен "Коминтернра" ĕçленĕ те мăшăрĕ патне Сургута тухса кайнă. Николай Федотов чи малтан коммуналлă тытăмра вăй хунă, унтан "Сургутнефтегаза" ĕçлеме куçнă, кунта вăл 14 çул хушши тăрăшнă. Светлана Павловна чи малтан "Влад и К" компанире кадр пайĕн начальникĕнче, унтан "Подводсибстрой" организацире вăй хунă. 2016 çулхи апрель уйăхĕнче вăл ĕçлеме пăрахнă. Тивĕçлĕ канăва вара вăл 2010 çулта тухнă.
"Хулара пурăннă чухне яла таврăнса, тепĕр хут ĕне тытса килти чăн-чăн сĕтпе тутлă тăпăрчă çиме, ялти таса сывлăшпа сыв-лама ĕмĕтленеттĕм. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Хальхи вăхăтра мăшăрпа пĕрле ялта пурăнатпăр. Вăл та тивĕçлĕ канăва тухса 2016 çулхи август уйăхĕнче яла таврăнчĕ. Ĕне-пăру, чăх-чĕп тытатпăр. Хамăр туса илнĕ таса продукципе пурăнатпăр, кил-тĕрĕшри кулленхи ĕçсене пĕр-ле пурнăçлатпăр.
Çумра мăшăр пулнăран савă-натăп, ачасемпе мăнуксем пуртан хĕпĕртетĕп. Таса тỹпе кăна пултăрччĕ пуриншĕн те, хĕвел пăхтăр яланах, пире мирлĕ пурнăç кăна кирлĕ", - тет кил ăшшине упраса пурăнакан Светлана Павловна.
Çакна та палăртса хăвармалла. Обществăлла пурнăçра та хастар Федотовсем. "Коминтернра" ĕçленĕ чухне тĕрлĕ концерта сахал мар хутшăннă. Сургутра пурăннă вăхăтра та Чăваш диаспори йĕркелекен мероприятисенчен нихăçан та аякра юлман. Кашни çулах июнĕн 13-мĕшĕнче пысăк уяв ирттереççĕ иккен унта, тĕрлĕ наци халăхĕ хăйĕн кĕтесне хатĕрлет. Тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсем хăйсен илемлĕ тумĕсемпе уява хутшăнаççĕ. Светлана Павловнăпа Николай Филиппович та чăваш тумне çулсеренех тăхăннă, чăвашлăх туйăмĕ вĕсемшĕн хаклă пулнине палăртнă. Халĕ те ял тăрăхĕ ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Акă пĕлтĕр Атнар ял уявне анлăн паллă тунă. Урамăн-урамăн халăх йăли-йĕркине сăнласа панă. Федотовсем хăйсен урамĕнче пурăнакан кỹршисемпе утăçи вăхăтне кăтартса панă. Николай Филиппович хăйĕн алĕçĕсене те илсе тухнă.
Кил хуçалăхне Федотовсем Сургутран çулсерен çулла отпуска килсе çирĕплетсех тăнă, йĕри-тавра пăхатăн та - пурте хăйсен вырăнĕнче. Çемье пуçĕн пултаруллă алли тата мăшăрĕн тирпейлĕхĕ тỹрех куçа курăнать. Çемьере хи-сеппе килĕшỹ хуçаланмасан хуçалăхра йĕрке тума çук. Ахальтен мар Федотовсене ялта та хисеплеççĕ, юлташсем те чылай вĕсен. Кашни çĕнĕ кунпа савăнса, ырă малашлăха шанса пурăнать мăшăр.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |